26 | 12 | 2024

Обзор журнала "Таван Атал" №11 2011 г. (Приложение - журнал Сунтал)

 Ырă кун, хисеплĕ вулаканăм!

Сире Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан «Тăван Атăл» журналăн черетлĕ 11-мĕш номерĕпе паллашма сĕнетпĕр.


Кăларăмăн малтанхи страницинче Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа поэтăн сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă. Çакăнтах поэт çинчен çырнă кĕске статьясемпе сăвăсем пичетленнĕ.

Сергей Павловăн иртнĕ номерсенче пичетленнĕ «Тĕтре» романти ĕç-пуç мĕнпе вĕçленнине «Роман сыпăкĕсем» ярăмра вуласа пĕлме пулать.

Тĕплĕнрех номерте мĕн пичетленнине «Кăларăмра» пайра паллашма пулать. Журналăн çулсерен пичетленсе пыракан номерĕсем Наци библиотекин фондĕнче упранаççĕ. Сире библиотекăра ырă сунса кĕтетпĕр.