Библиотека в социальных сетях |
|
|
|
|
|
Новые краеведческие издания 2/2013
| ХХ ĕмĕрти чăваш литератури, 1900 - 1950 çулсем / Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ; [В. В. Никифорова, Н. Г. Ефремова-Ильина ред.]. - Шупашкар : Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, 2012. - 287, [2] с.
Кĕнекере XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчи литература аталанăвне çĕнĕлле пăхса хакланă, саманапа сăмахлăхăн кăткăс çыхăнăвĕсене тишкернĕ. Пăхса тухнă литература тапхăрĕсене темиçе пая пайланă: революцичченхи литература, 1917 – 1941 çулсенчи прозăпа поэзи, Аслă Аттелĕх вăрçă чухнехи пултарулăх. 1900 – 1955 çулсенчи драматурги тата критика аталанăвне уйрăм пăхса тухнă, чăваш литературипе культура пурнăçĕн кĕске хроникине илсе кăтартнă. Литература историне пĕлни вулама юратакан çынсемшĕн, вĕрентекенсемпе аслă шкулта пĕлÿ илекен ачасемшĕн те усăллă пулĕ. | | | | Челпир, Геннадий Васильевич. Ирхи шурăмпуç : сăвăсем / Геннадий Челпир ; [В. Енĕш ум сăмахĕ]. - Шупашкар : [и. ç.] (ИП Филимонова В. В.), 2012. - 138, [1] с.
Геннадий Челпир Пушкăртстанра пурăнать пулин те хăй чăваш пулнине манмасть. Кĕнекене юлашки çулсенче çырнă сăввисене кĕртнĕ. Кашни йĕркере – пуян шухăш. Сăввисенчен нумайăшĕнче тăван тавралăх, юратнă çĕршыв илемне, паттăр та пултаруллă çынсен матурлăхне сăнланă. Юрату, çуркунне çинчен çырнисем те çук мар.
| | | | Яковлев, Юрий Васильевич. Ева Лисина : пултару тĕнчи / Юрий Яковлев ; [В. В. Никифорова ред.]. - Шупашкар : ЧПГĂИ, 2012. - 74, [2], [4] л. ил. с.
Ева Лисина – тĕлĕнмелле ăста писатель. Унăн пултарулăхне тĕпчесе çырнă литература халлĕхе нумай мар. Вăл витĕр курăнакан стильпе çырать. Унăн произведенисем питĕ çăмăллăн вуланаççĕ, илемлĕ тĕнчи çиелтен пăхма ансат. Ансатлăхра пытаннă вăрттăнлăхĕсене курма çăмăл мар хăш чух. Тĕпчев ĕçĕнче автор Ева Лисинан илемлĕ техĕмне вулакан патне çитерме тăрăшнă. Кĕнеке хальхи литературăпа интересленекенсемшĕн усăллă пулĕ.
| | | | Ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, сутмалли юмахсем = Чувашские пословицы, поговорки и загадки / [Н. Р. Романов пухса хатĕрленĕ ; В. П. Станьял ум сăмахĕ]. - [3-е изд.]. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2012. - 350, [1] с.
Кĕнекене Никита Романов 35 çул пухнă тăватă пин ытла ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, сутмалли юмахсем кĕнĕ. Ку вăл халăхăн ăс-хакăл пуянлăхне кăтартакан пысăк ĕç. Кĕнеке шкул ачисемпе вĕрентекенсемшĕн те, студентсемпе ахаль вулаканшăн та усăллă пуласса шанаççĕ кăларакансем.
| | | | Ефимов, Анатолий Иванович. Пушкăртстан республикинчи чăваш шкулĕсемпе ялĕсен историйĕнчен (Меселпуç ен - Тăван ен) : монографи / Ефимов А. И., Ефимов И. В. - Шупашкар : Çĕнĕ Вăхăт, 2012. - 155 с.
Монографире Пушкăрт республикинчи чăваш шкулĕсемпе ялĕсен аталанăвĕн историне уçса панă, паллă ентешсен пурнăçĕ çинчен çырнă. Кĕнекене Месельпуçĕнчи вăтам шкул музейĕнче упранакан сăнÿкерчĕксене кĕртнĕ. Авторсем кăларăм вĕрентекенсемшĕн, истори пĕлĕвне юратакансемшĕн тата çамрăк тĕпчевçĕсемшĕн усăллă пуласса шанаççĕ. | | | | Кириллова, Надежда Мефодьевна. Щепкин шкулĕ. Пĕрремĕш чăваш студийĕ : кун кĕнекисем, çырусем, статьясем = Щепкинцы. Первая чувашская студия : дневники, письма, статьи / Надежда Кириллова ; [М. Д. Давлятшин ÿнерçĕ]. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2012. - 381 с.
К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академии драма театрĕнче паян Мускаври Пĕчĕк (Малый) театр çумĕнчи М.С. Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищинчен вĕренсе тухнă 3 студи артисчĕсем ĕçлеççĕ. Пĕрремĕш чăваш студийĕнче çак кĕнеке авторĕ Н.М.Кириллова-Степанова та вĕреннĕ. Паллă педагогсен, чаплă артистсен урокĕсене ăша хывнисĕр пуçне вăл училище алăкне уçса диплом иличченех кун кĕнеки çырса пынă. Вĕсене вуласан артист профессине алла илесси интереслĕ, çав вăхăтрах питĕ йывăр та кăткăс ĕç пулни куç умне тухса тăрать. Кунсăр пуçне автор кĕнекене курс дневникĕнчи хăй çырнă сыпăксене, пĕрремĕш студи çинчен тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ статьясене, çырусене кĕртнĕ. И.А. Петрова драматург çырăвĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ. | | | | Филиппова, Лидия Ивановна. Ылханлă хура çĕмĕрт : [калавсемпе пьеса : аслă классем валли] / Лидия Филиппова ; [М. Ю. Николаев ÿнерçĕ]. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2012. - 157, [2] с.
Мĕнлерех-ши вăл, хальхи çамрăк ăру? Пурнăçăн аслă çулĕ çине тин çеç тăраканнисем, ĕнерхи ачасем. Мĕн кĕтет вĕсене? Пысăк укçа асмлăхĕ те, ултавлă юрату серепи те, илĕртекен йăнăш утăмсем. Кашни çын йăнăшсем туса вĕренсе пырать. Тĕрлĕ пăтăрмах витĕр тухнă хыççăн, кĕнекери геройсем пĕр шухăш патне пырса тухаççĕ: çирĕп туслăхпа таса юратуран, çемье ăшшинчен хакли нимĕн те çук пурнăçра. |
|
|
|
|