18 | 11 | 2017

Паллӑ тӗпчевҫӗпе, ӑста ҫыравҫӑна Г.И. Федорова халалласа

Г.И. ФедоровНарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци библиотекинче, хаклӑ вӗрентекенӗмӗре, тӗпчевҫӗпе ҫыравҫӑна Георгий Иосифович Фёдорова халалланӑ уяв каҫӗ иртрӗ. Вӑл республикипе паллӑ литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Пурӑннӑ пулсан профессор нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ.

Фоторепортаж

Уява унӑн вӗренекенӗсем, юлташӗсепе ӗҫтешӗсем, тӑванӗсемпе ӑна пӗлекен ҫынсем хутшӑнчӗҫ. Унӑн пултарулӑхӗпе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорĕсем, филологи ăслăлăхĕсен докторĕсем Г.А. Ермаковӑпа В. Г. Родионов, Ю.М. Артемьев паллаштарчӗҫ.

Юрий Артемьев хӑйӗн ӗҫтешне, Г.И. Фёдорова, вӑл чӑн-чӑн музыкант, музыка ӑсти пулнине хакласа каларӗ. «Унӑн чунӗнчен юрӑсем шӑранса тухатчӗҫ, вӑл тӗнче культурин тӗрлӗ енлӗ ӑсталӑхне алла илнӗ тата сайра тӗл пулакан эрудициллӗ ҫын, деятельсен пултарулӑхне аван пӗлетчӗ», - тесе палӑртса хӑварчӗ тӗпчевҫӗ.

Кириллова И.Ю., Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен ăслăлăх институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Г.И. Федоров профессор ăслăлăх институтӗнче чылай вӑхӑт хушши ӗҫленине палӑртса хӑварчӗ, пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр самантсемпе, унта ӗҫленӗ тапхӑрти тӗпчевӗсемпе паллаштарчӗ. Вӑл илемлӗ литература аталанӑвӗ ҫинчен чӑваш литературинче хӑйӗн сӑмахне калама пултарнине, унӑн хайлавӗсем тӑрӑх чылай чӑваш писателӗсене классик шутне кӗртнине палартрӗ.

Георгий Фёдоров пултаруллӑ ҫыравҫӑ пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар, унӑн паха хайлавӗсем чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫине кӗрсе ӑна самай пуянлатнӑ. Сергей Павлов, чăваш халăх писателĕ, Николай Ишентей ҫыравҫӑ профессӑрӑн шайӗ пысӑк вырӑнта пулнине, унӑн литература чӗлхи пуянннине, пӗр-пӗр ӗҫе пуҫласан яланах вӗҫне туса ҫитернине палӑртрӗҫ. «Г.И. Федоров хальхи чӑваш литератури аталанӑвӗ ҫинчен тӳррӗн калатчӗ, тишкеретчӗ. Эпир, ҫыравҫӑсем, час-часах унтан пулӑшу ыйтаттӑмӑр, унӑн сӗнӗвӗсене шута илсе хайлавсем ҫыраттӑмӑр», – тесе палӑртрӗ С.Л. Павлов.

Уявра икӗ кӗнеке «Георгий Иосифович Федоров: биобиблиографический справочник» тата тӗпчевҫӗн «Чăваш фразеологийĕн ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» хӑтлавӗ иртрӗ. Сăмах кĕнеки Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ томпа кун ҫути курчӗ. Ҫак кӑларӑмпа Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторӗ В. Н. Алексеев тата Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Г.А. Дегтярев паллаштарчӗҫ. Калаҫакансем ««Чăваш фразеологийĕн ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» тӗпчевҫӗ пурнӑҫӗнчи ӗмӗр тӑршшӗпе ҫырнӑ ӗҫӗ пулса тӑнине палартрӗҫ. Ҫак тӗпчев Н.И. Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекипе» пӗр танра тӑракан словарь, тахҫанах халӑх кӗтекен кӗнеке пулнине палартрӗҫ.

«Георгий Иосифович Федоров: биобиблиографический справочник» кӑларӑмпа И.Н. Яковлев ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Николай Николаевич Осипов тӗплӗн паллаштарчӗ. Кӗнеке профессорӑн кун-ҫулӗпе ӗҫӗ-хӗлне тарӑннӑн ҫутатса паракан ҫӗнӗ кӑларӑм.

Г.И Федоров ентешӗсем те хутшӑнчӗҫ, Çĕмĕрле районĕнчи Тăванкас ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Васильев тӗпчевҫӗне, ҫыравҫӑна асӑнса чылай ӑшӑ сӑмахсем каларӗ.

Увра Г.И Федоров сăввисем тăрăх хатĕрленĕ поэзи кăшăлĕ янӑрарӗ. Ӑна И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем вуларӗҫ, ертÿçи – Иван Иванович Иванов доцент. Альбина Пăрчăкан юрӑҫ, Çĕмĕрле районĕнчи Тăванкас ялӗнчи "Тӑванлӑх" юрă ансамблӗ Г. Федоров ҫырнӑ тата вӑлах кӗвӗленӗ юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ.

Уява хутшӑнакансем Г.И. Федоров профессора чӑваш улӑпӗпе танлаштарчӗҫ, тӗпчев ӗҫӗсем тарӑн пулнине, вӑл чӑваш чунне пуринчен те ытла ӑнланнине, уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнине палӑртрӗҫ. Унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тӗпчемеллине, малашне те унӑн ячӗ халӑх асӗнче пуласса шанса калаҫрӗҫ.

 

Хатӗрлекенӗ

Галина Соловьева, Чӑваш Республикин наци библиотекин

«Чӑваш кӗнеки» центрӗн ертӳҫи, т. 23-02-17 (144).

 

Перейти на прежнюю версию сайта