|
Васьлей Митта
1908 - 1957
Чувашский поэт, мастер художественного перевода
|
|
|
Çамрăк хресчене
Манра хал, вутлă хал,
Çамрăк юн çиçĕм пек!
Çапах эп пит кахал, -
Курăр, тĕпсĕр йĕмпех!..
Эп кахал, пит кахал, -
Вутлă юн ĕçре мар!..
Ман вăя пит сахал
Çитрĕ çамрăк тымар...
Çамрăксен куçкĕски
Пулăн, çамрăк хаçат!
Мана эс, куçкĕски -
Кахала сирччĕ чат!
Ырласам ман ĕçре,
Электрицă-хала!
Унтан тин эп вĕçсе
Илем кӳрĕп яла!
Хушрăм ак çил çунат, -
Халĕ эп кахал мар!
Ман сĕткен тин çунать... -
Эх, ĕмсем, чĕр тымар!!!
1927
Митта, Ваçлейĕ. «Çамрăк хресчене» / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 66-67.
|
|