Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара...
Макăрсан пыл хумарăн тута-çăвара.
Анчах сансăр пуçне, ыр çĕршывăм,
Тĕнчере чи хакли тек пур-ши вăл?..
Акă савнă Пăла, вылянать-çке тек,
Чĕр вăйне чĕреме иксĕлмесĕр парать...
Ах чечен сад пахчи, аппан шур пирĕ пек,
Çурхи кун шуралса ыр шăршне вăл сарать.
Ял хĕрри укăлча. Симĕсленнĕ калча
Хĕвелпе пĕрлешсе йăрăм-йăрăм юхать.
Сыв-и, ватă юман! Кунĕпех ача-пча
Сан туйру айĕнче туй тăвать, çуйăхать.
Çут тăванлăхăм! Пар аллуна
Сан патна савăнса таврăнан ывăлна.
Ĕмĕтсен илемне, шухăшсен тупсăмне
Вăл санра çеç шырать, ыр çĕршывăм-анне!
1926
Митта, Ваçлейĕ. <Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара:> / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 47.