Авалхи садăмра, астăватăн пулсан...
Эсĕ лартнă пĕр йывăç пур ман.
Тăвăл çапрĕ ăна, хупăрларĕ тусан,
Анчах унăн тымарĕ хăрман.
Кил, пĕрле тăприне кăпкалар,
Шăварар, суранне им-çамлар.
Чĕрĕл, туслăх, çулçă кăлар,
Сансăр пирĕн пахча хăтлă мар.
1957
Митта, Ваçлейĕ. <Авалхи садăмра, астăватăн пулсан:> / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 109.