Асамат
Чăваш автономине
Тĕнчене кисретсе аслати çĕхĕрсен,
Вăйлă тăвăл иртсессĕн тискеррĕн
Ĕмĕрхи ĕмĕрти хĕвел тухрĕ хĕрсе,
Тухрĕ çут асаматăн кĕперĕ.
Ытарса илейми куç тулли çĕн илем:
Асамат та çутă хĕвелĕм!
Эй, кама эп паян юррăма пехиллем,
Камшăн юррăм илемĕ çĕнелĕ?!
Асамат та, хĕвел те - пĕрле!
Тĕнчеленнĕ илемлĕх паян кун,
Таврипех юрă-сасă кĕрлет,
Таврипех - кĕмĕл саслă тальянка.
Çĕнĕ саслă тĕнче, çĕнĕлле сăн-сăпат,
Сенкерпе пиеленнĕ тăванлăх!
Халиччен те пулман сасăпа
Паян кун ман тăван аталаннă.
Ахаль мар-мĕн сăрнай ирсенче
Тимсĕлсе ăмсанатчĕ ирĕк.
Эй, тăван, юрруна кисрентер!
Кисрентер юрруна, аслă хирĕм!
Вылянать асамат умăмра.
Асамат вăл - çĕн пурнăç ирĕ.
Асамат варрине ылтăнран
Эп çыратăп: <Республика -пирĕн!>
1928
Митта, Ваçлейĕ. Асамат / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 77.