Атăл юрри
Силпи хĕрĕме
Ачаш ача пек Атăл ирхине:
Ăш çил лăпкать, вăл тутлăн анаслать...
Вăран, савни! Уç чатăр аркине,
Мал ен сана хаваслăн саламлать!
Ĕçри ĕçчен пек Атăл кăнтăрла:
Вылять ун çийĕн тĕтĕм те ăрша...
Кунта мухтавлă тинĕс пулмалла,
Эппин, ĕçлер-и, тусăм, тăрăшса!
Пуса каччи пек Атăл каçхине:
Юрлать, ташлать, кăшт хĕрĕнкĕ курнать.
Мĕн пулчĕ, тусăм, санăн киммӳне,
Çут уйăх çулĕнчен ма пăрăнать?
Çулри юлташ пек Атăл сĕм çĕрле:
Инçе-инçе чĕнеççĕ çутисем...
Çитер, савни, пĕр тухнă çĕрелле,
Эпир - пулас Мăн тинĕс хуçисем!
1956
Митта, Ваçлейĕ. Атăл юрри / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 102.