Йăнăшра мар иккен чăн-чăн этем...
А.Ёçхĕле
Йăнăшра мар иккен чăн-чăн этем,
Ĕçре, мал ĕмĕтлĕ ĕçре.
Çапла калатчĕç ăслă китайсем,
Çак чăнлăх пултăр тивĕçре,
Вара этемĕн кунĕ-çулĕ
Телейлĕ пулĕ, çутă пулĕ.
1957
Митта, Ваçлейĕ. <Йăнăшра мар иккен чăн-чăн этем:> : А. Ĕçхеле / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 108.