|
Васьлей Митта
1908 - 1957
Чувашский поэт, мастер художественного перевода
|
|
|
Ку чухнехи хĕрсен çимĕк сăввисем
Сантал кĕпе тарăхнех
Çитсă кĕпе тăхнам-ха;
Арçын ачи тарăхнех
Ирĕк юрри юрлам-ха.
Йăмран вăрăм турачсем
Чăрăшпала пĕр танах.
Хальхи хĕри-пăраçсем
Арçынпала пĕр танах.
Хĕрлĕ автан чăрсăр мар -
Хур аçинех сăхаймĕ;
Пире йĕкĕт тивме мар -
Сивĕ куçпа пăхаймĕ.
Çиçĕм-аçа çапнă чух
Çăхсăхмашкăн хушмаççĕ;
Йĕкĕт путсĕрленнĕ чух
Ăна сума сумаççĕ.
Ан вĕр, йыттăм, ман çине,
Çапăп патак пур чухне;
Ал хураймăн ман çине,
Путсĕр йĕкĕт ку чухне.
Сӳс-çип ăнса пулсассăн
Ма савнас мар, ах турă!
Йĕкĕт вăл-ку тусассăн
Ма каяс мар кантура.
Ял йыттисем харсăрах
Ял еннелле вĕреççĕ;
Кантуртисем чăнахах
Хĕрарăм май сĕреççĕ.
Ăнса пулман пусисем
Кантăр айне кĕреççĕ.
Хĕре мăшкăл тунисем
Сĕм тĕрмере çĕреççĕ.
Йĕтĕн акнă хирсене
Утра кĕртсе ан ишĕр;
Ку чухнехи хĕрсене
Пӳрнепе те ан тивĕр.
Тăр шыв тăрăлса килчĕ
Пире çипсем çунтарма;
Пулчĕ Юпа тивлечĕ
Хĕр пусмăрне çунтарма.
Ăшă çумăр хыçĕнчен
Тĕнче йăлтах сывалчĕ;
Пусмăр вилнĕ хыçĕнчен
Хĕр ĕмĕрĕ уçăлчĕ.
Чее-чее кайăкне
Часах тытмĕ серепĕр;
Ку чухнехи ыр хĕрне
Арăм тумĕç ирĕксĕр.
Кăçал йĕтĕн пулать сан, -
Тура хупна хатĕр хур!
Куштан çынна эп кайсан
Ман куçăма лачах сур!
Яш ӳсекен чакана
Шыв-шур епле юратмĕ?
Çакă йăваш ачана
Епле чунăм юратмĕ?
Эй, хурчăка, эс паян
Пурпĕр чăхă тытаймăн;
Ан пăх мана эс, пуян!..
Ху мулупа çыхаймăн!..
Çырла пиçнĕ тет тантăш,
Тух, вăрмана кайăпăр!
Ним те çунман халь ман ăш,
Час ак загса кайăпăр!
Лашан сĕлĕ пулсассăн
Ма пăтратни çавăрас?
Загсра минчет тусассăн
Мĕне кирлĕ пуп тавраш?
Манăн савни кăмсамул тет,
Ăслă пуçлă вăл ача;
Çулăм çитнĕ, çимĕк иртет.
Каяп ăна эп качча.
Кĕмĕл тенкĕ çутишĕн
Çав нухратран хаклăрах,
Пăшăрханмăп çуккишĕн,
Ăсĕ мулран хаклăрах.
Пурте пĕрле савăнса
Çĕнĕ туйла тăватпăр:
Пĕрле тату пурăнса
Пурнăç çулне тупăпăр.
Тутлă турăх кĕвелме
Ыр кĕвелек кирлех çав;
Пурнăç çулне йĕрлеме
Ырă юлташ кирлех çав.
Ыр юлташпа тату та
Пурăнмашкăн пулатех;
Тату пулсан, тупата,
Коммун çывăх юлатех.
Çапла, ырă хĕр тантăш,
Качча кайма пĕлмелле;
Ырă пурнăç тумашкăн
Юлташунтан вĕренмелле.
Харăслатса касар-и
Йĕлме тенĕ йывăçа?
Атьăр, хĕрсем, мухтар-и
Коммун тенĕ пурнăçа?
1926
Митта, Ваçлейĕ. Ку чухнехи хĕрсен çимĕк сăввисем / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 38-40.
|
|