Ленина асăнса
Акă икĕ çул иртрĕ вăл вилни,
Ĕмĕрлĕх çуртне пиртен уйрăлни;
Анчах ман умран каймасть ун сăнĕ.
Шавах шухăшра унăн ăс-пуçĕ.
Мĕнле ăсĕпе пире çăлчĕ-ши?
Епле вăйĕпе мула чикрĕ-ши?
Çавăн пек çынна усал вилĕмĕ
Аçтан йăпшăнса пычĕ-ши илме?
Ак виççĕмĕш çул <вăл вилнĕ> теççĕ.
Ан калăр, чăнах, - пурте чĕтреççĕ.
Çук! Вăл вилмен, вăл вилес çуккă!
Пĕлместрем эсир - уншăн ВăКăПă.
Пирĕн пуç Ленин, канлĕрех çывăр,
Ан пăшăрхан эс, Аслă вĕрентекен:
Сан ĕçне эпир тасан тăвăпăр,
Хаяр мул пиртен пулĕ чĕтрекен!
1926
Митта, Ваçлейĕ. Ленина асăнса / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 35-36.