Малашлăх маршĕ
Çак аслă тĕнченĕн пĕр улттăмĕш пайĕ
Пĕлмест канăçа та, çыврас ыйăха та.
Хавас юрăпа-и е паттăр маршпа-и -
Утать çĕнтерӳллĕн ударлă бригада.
Çанталăк хум-шавĕ унпа тавлашаймĕ,
Тăшман-и, хурах-и - ăна çĕнтереймĕ.
Чакмасть, иксĕлмест ун хăватлă вăй-шайĕ,
Хĕвел пек вылять ун, вылять çĕн телейĕ.
Никам хурланмарĕ Британи пек маршăн,
Америк пек маршăн никам та йĕмерĕ.
Эпир - çĕнтерӳллĕ Октябрь таврашĕ -
Уçатпăр мухтавлăн кунтах çĕн Америк.
Ĕнер -çеçен хирччĕ, уратчĕ çил-тăвăл,
Паян - ăмăртуллă Кузбасс, Магнитту вăл.
Ак кӳлĕнчĕ Днепр, час кӳлĕнĕ Атăл!
Мала эс, Союзăмăр - харсăр бригада!
Çак паттăр бригадăн чĕри таппинче эп
Сана та туятăп, чăваш ĕç çыннийĕ!
Хирте, заводра-и е Атăл çинче-и -
Санра та пĕр сасă. Пĕр юррăн çеммийĕ.
1932
Митта, Ваçлейĕ. Малашлăх маршĕ / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 90-91.