Ман юрă
Юратрĕ те саврĕ кăварлă чĕрем
Пĕртен-пĕр илемлĕ, чи лайăх хĕре.
Анчах паян кун ман çап-çамрăк пуçа
Вырнаçрĕ ак тепĕр тĕреклĕ хуçа.
Хĕртен те вăл çывăх, хĕртен те чипер,
Хăватлă вăл ирĕк тăвăл тĕнчи пек.
Ун аслă хăвачĕ çунать те çиçет,
Ун аслă çул-йĕрĕ - хисепсĕр виçе.
Унпах эп паян кун хĕреп те çунап,
Тăвăл пек вĕçмешкĕн саратăп çунат.
Тăван юрă-сăвă! Эс çавă хăват,
Пĕр саншăн ман ĕмĕт паян çул хывать.
Сана çех паян кун сума эп сăвап,
Эс пур хăватран та хăватлă хăват.
1926
Митта, Ваçлейĕ. Ман юрă / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 36.