Паян эпĕ хĕпĕртерĕм...
Паян эпĕ хĕпĕртерĕм,
Çăл шыв сапрăм йăлăмра.
Сив чĕремĕм - хытнă эрĕм -
Халь шерпетлĕ сывлăмра!
Çамрăк юнăм ак ташларĕ
Çепĕç туппăль çуппипе.
Эп халь - пулхăр чăн яш арĕ
Ак сикетĕп пит чипер.
Ĕлĕк йашнă хал-çунатăм
Халь хĕлхемлĕн вăл хыпать...
Акă кӳчĕ çак кун Атăл
Маншăн чаплă ыр хыпар.
Хыпар кӳчĕ Аслă Атăл:
Килчĕ, терĕ, тăвану.
Мана çыхнă тăлă, татăл,
Ирĕк пуçăм, аван ут!
Хыпар ячĕ паттăр тусăм,
Тин чĕремçĕм хыт тапать.
Чаплă паттăр капкăн хуçнă,
<Сыв пул, - тенĕ, - Асхапат!.
Паян эпĕ çунат хыврăм,
Çăл шыв сапрăм пĕлĕтре.
Çамрăк пуçшăн ĕнтĕ йывăр
Пулмĕ сĕрĕм-тĕтĕре.
Кив поэзи тăмлă, - вантăр!
Пире кирлĕ вут чĕлхи!
Кĕмĕл лира эс, тăванăм,
Эпĕ - çиçĕм йĕс çилхи!
1927
Митта, Ваçлейĕ. <Паян эпĕ хĕпĕртерĕм:> / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 63-64.