|
Васьлей Митта
1908 - 1957
Чувашский поэт, мастер художественного перевода
|
|
|
Пушăн 8-мĕшĕ
Инке, паян чаплă кун, -
Чунăм çĕкленет,
Савăннипе çамрăк юн
Хăватлăн вĕрет.
Паян, инке, сирĕншĕн
Чăн ырлăх кунĕ,
Çакă куна илесшĕн
Юхнă ĕç юнĕ.
Паянхи кун тĕнчипех
Чаплă уяв тăваççĕ,
Ĕçлĕх тĕнчин вăйĕпе
Мула юнаççĕ.
Анчах, инке, çакă кун
Кунта çеç хитре,
Муллă çĕрте илем ун
Вăйлă хĕскĕчре.
Çак праçникĕн илемĕ -
Юпа тивлечĕ,
Пирĕн пусмăр вилĕмĕ
Унтан çеç килчĕ.
Инке, Юпа тивлечпе
Пирĕн вĕренес,
Коммунизм ялавне
Çӳлерех çĕклес.
1926
Митта, Ваçлейĕ. Пушăн 8-мĕшĕ / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 36.
|
|