|
Васьлей Митта
1908 - 1957
Чувашский поэт, мастер художественного перевода
|
|
|
Çамрăк поэта
Эй, тантăш, тантăш,
Эс-им, эс-им
Мана саватăн, юлташлан?
Е саншăн юрă астивес-им,
Е саншăн чаплăн эп ташлам?
Е иксĕлми çĕнĕ илемшĕн
Паян хушам-и çил çунат?
Чĕрем, чĕрем хыпсах çунать,
Мĕскер эп, тантăш, кĕвĕлем-ши?
Тĕнчеленет
Умра ав шуçăм,
Умра -
Хĕрелнĕ асамат.
Çынсем çинчен юрлам кăтруçăн,
Çавсем
Тимлеççĕ сассăма.
Ĕмĕр сӳнми тăван кĕтесĕн
Амалансах пырать кăвар.
Эй, тантăш, тантăш,
Эс-им, эс-им?
Тавай
Пĕр харăс
Сас парар!
1928
Митта, Ваçлейĕ. Çамрăк поэта / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 76.
|
|