Çамрăк сăвăçсене пехиллесе
Çамрăк ĕмĕрĕме илем кӳме
Çитĕнетĕп-ши-ха эп, айван?
Апла пулсан эсĕ, çĕрĕк хӳме,
Ман вут-хĕме ан чар, ишĕл ан!
Апла пурнăç сăввин тĕп миххине
Туртса салтса часрах сăвăлас,
Илем кӳрен кĕввĕн чăн çӳпçине
Ярах уçса ярса тек юрлас.
Янтăратас пурнăç ыр юррине
Савăнăçлă ĕçпе вартарса,
Телей парас ĕçĕн чăн чурине
Юрлатăр вăл сасне хăпартса.
Çамрăк ĕмĕрĕме илем кӳме
Çитĕнетĕп-ши-ха эп, айван?
Тытăнасах апла сăвă сӳме
Хастарлăхпа çамрăк чĕр вăйран!
1926
Митта, Ваçлейĕ. Çамрăк сăвăçсене пехиллесе / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 44.