|
Васьлей Митта
1908 - 1957
Чувашский поэт, мастер художественного перевода
|
|
|
Çамрăк тăвана
Камшăн çуралтăн,
Юратнă тăван?
Чĕр вăйна камшăн
Хăюллăн хуран?
Мĕнле ĕçсемшĕн
Тĕрĕссĕн тăран?
Камшăн эс, камшăн,
Тăванăм, пурнан?
Çапла, тăванăм,
Эп санран ыйтсан
Мĕскер калĕ-ши
Ырă чĕлхӳ сан?
Мĕн тума тĕпчен
Манран çаксене?!
Ху та эс пĕлен
Манăн чĕрене.
Йывăр кунсенче
Анне çуратрĕ:
Тăшман айĕнче
Пăхса ӳстерчĕ.
Пиллерĕ мана
Вăйлă кĕрешме.
Усал тăшмана
Тĕппех пĕтерме.
Этем тăшманне
Пурпĕр пĕтереп!
Мулăн тымарне
Тĕппех сирпĕтеп!
Эп çак ĕçсемшĕн
Хăюллăн тăрап;
Хура халăхшăн
Чунтан тăрăшап.
Чăтаймасть чунăм
Тăшман пĕтмесĕр!
Çав хаяр мулăн
Пуçне çĕмĕрер!
1925
Митта, Ваçлейĕ. Çамрăк тăвана / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 33.
|
|