Çĕршывăм, çĕршыв, мĕн кирлĕ сана?
Çĕршывăм, çĕршыв, мĕн кирлĕ сана?
Мĕскер эс ыйтатăн? Мĕскер ăмсанан?
Пуянлăх, хаваслăх е ĕмĕрлĕх ят,
Е иксĕлми паттăр асамлă хăват?
Кала эс, çĕршывăм, кала эс пире:
Туятăн-и пирĕн хĕвеллĕ ире?
Туятăн-и эсĕ: çак пирĕн чĕре -
Пĕр саншăн тапать вăл, пĕр саншăн хĕрет.
Чи сиплĕхлĕ, хаклă, таса çăлкуç пек
Сан сывлăш-хăватшăн пулатпăр пуçпех.
Хĕр хальлĕн тасалăх санра упрама
Çап-çамрăк чĕремĕр-çунан вут ама.
Асаплă ĕнерĕн палли-çĕввисем -
Паян кун çухалĕç, якалĕç вĕсем.
Юханĕ-шăтанĕ е ирсĕр кĕсен
Нихçан пусмăрлаймĕ ванми никĕсе.
Çĕршывăм, çĕршывăм, мĕн кирлĕ сана?
Мĕскер эс ыйтатăн? Мĕскер ăмсанан?
Е пурлăх, хаваслăх е ĕмĕрлĕх ят?
Е иксĕлми паттăр асамлă хăват?
Вăл пулĕ, çĕршывăм, вăл пулĕ пурте!..
Чăн аслă вут амăш хăвачĕ пирте!
Митта, Ваçлейĕ. <Çĕршывăм, çĕршыв, мĕн кирлĕ сана?..> / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 58-59.