Çурхи кăмăл
Çамрăкланнă çут хĕвелĕ
Тараватлăн кулкалать.
Уртрăм ятăм çĕр пĕрмеллĕ
Ешĕл симĕс çĕн халат.
Тухрăм утрăм. Кăмăл тулчĕ.
Чĕр вăй килнĕ Сĕвене.
Сивĕ хĕлĕн каскăн учĕ
Туртнă татнă йĕвенне.
Урăм-сурăм аннă халăх
Чĕнтĕрленĕ Чĕмпĕртен.
Пăр хускалнă. Уçнă алăк.
Çурĕ тытнă чĕлпĕртен.
Çут хĕвелĕн тумĕ капăр,
Сар хĕр евĕр шупăрпа:
Чуптăвать вăл тапхăр-тапхăр
Кăвакарнă шур пăрпа.
Эх, кăмăлăм, шухă кăмăл,
Çак шыв евĕр хумханать!
Е вĕçесшĕн вăл çăп-çăмăл,
Е ӳкесшĕн хăтланать.
Пĕрех хут, ассан - асам-и,
Тулхăртам-и вăй-хала?
Çут тĕнчен çурхи асамĕ
Тăванланчĕ манпала.
Эй, хĕвел! Çурхи ытамăм
Пĕр сана çеç хапсăнать.
Эй, хĕвелĕмçĕм! Тытам-и
Пăчăртам-и эп сана?
Халиччен хĕрле упраннă
Чăн таса телейĕм ман
Кĕрлесе тăтăр
Тапраннă
Пăр пекех паян!..
Эх, атьсемĕр, каçарсамăр, -
Шухă шухăш ман пуçра...
Каçарсамăр та чарсамăр
Хăвăр аскăн сăвăçра.
1927
Митта, Ваçлейĕ. Çурхи кăмăл / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 109.