Сыв пул, хула!..
Кунта тĕнче! Тĕнчен хум-шавĕ.
Кунта автобус - урхамах!
Хĕрлĕ хĕвел пек хĕвелçаврăш
Кунта никам та курманах.
Кунта этемĕн ăраскалĕ,
Этем кунта çех çын пулать.
Унпа - хир ывăль чун хавалĕ
Сана юратрĕ те, хула!..
Сыв пул, сыв пул! Эпир ак хатĕр -
Чĕнет пире тăван уй-хир.
Ăçтан халь курăпăр пархатăр -
Лăпланмасан хресчен хуйхи?
Хресчен кĕтет, кĕтет тахçан вăл
Хĕрсе туптаннă ывăлне.
Юрламалла ялта халь çамрăк
Хула хум-шавĕн калавне.
Пĕр ĕмĕт, пĕр сăмах паян кун
Çӳрет тек пирĕн патăрта:
<Епле аван - ялти тальянка
Сасса килсессĕн тракторпа!>
1928
Митта, Ваçлейĕ. Сыв пул, хула!.. / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 76.