|
Васьлей Митта
1908 - 1957
Чувашский поэт, мастер художественного перевода
|
|
|
Сыв пул, юратнă шкулăм
Сыв пул, юратнă шкулăм,
Сыв пул эс те, хула.
Куççуль тумланă куллăм
Ман темĕншĕн кулать?
Те савăнăç, те урăх
Мана малта кĕтет,
Анчах çĕнелнĕ юрă
Тур çырнă йĕкĕте.
Вĕрениччен - Ваçлейччĕ,
Халь ак пулап Митта.
Ан тив, пурте çилленччĕр
Вĕре пĕлмен йытта.
Вĕре пĕлмесп пулсассăн
Вĕрме те нимĕн мар.
Хăçан тупайĕ сассăм
Хам тенĕ çыннăма?..
Сыв пул, юратнă шкулăм,
Тăван кил пек хула, -
Куççуль тутаннă куллăм
Пĕр сирĕншĕн кулать.
1928
Митта, Ваçлейĕ. <Сыв пул, юратнă шкулăм:> / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 74.
|
|