Тав
А.Канаша
- Манран вăйли мĕн пур?.. Эп - чир,
Эп - тыткăнлăх,
Эп - çуклăх, -
Тесе мухтаннă тет Хĕн-хур.
- Тĕнче ылханĕ, кай, ан çулăх!
Эп пур çинче - эс çук тек урăх!
Эп - сип,
Эп - ирĕклĕх,
Эп - пурлăх,
Эп - санăн вилĕмӳ, хĕн-хурлăх,
Татса каланă Пултарулăх.
1957
Митта, Ваçлейĕ. Тав : А. Канаша // Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 108.