|
Васьлей Митта
1908 - 1957
Чувашский поэт, мастер художественного перевода
|
|
|
Тăвалла маршĕ
Чăнкă çул.
Тумхах та тăвалла.
Çак вăл пирĕн çул -
Ĕç çамрăк çулĕ.
Пĕр пăхсан -
Çӳç-пуç йăлт тăмалла,
Тен, чылайăшĕн çаплах та пулĕ?
Анчах, комсомоли,
Эс - парăнми паттăр!
Нимле тăвалла та
Сана хăруш мар.
Маттур çĕкленетпĕр,
Кал-кал хăпаратпăр,
Пире йăтса илчĕ тăвăллă марш.
Пурте мар.
Шăлăнайман çӳп-çап
Чылай,
Пур-ха мĕшĕлтетен мещен те.
Пĕр ик-виç çул хыçран чупсах
Ав - хăшĕ
Ашакла ĕшенчĕç.
Çӳле, комсомоли,
Çӳле, харсăр паттăр!
Нимле тăвалла та
Сана хăруш мар.
Кам çул урлă выртнă -
Хăюллăн çеç таптăр,
Кам йĕрĕнчĕк ертнĕ
Шăлса вăркăнтар!
Çитес пилĕк çул.
Пулмалла
Çĕршывăмăр
Классăр,
Ултавсăр.
Чăн çăлăнăç
Эпĕр унта тупмалла.
Апла тăк,
Эй, харăс
Утаслăр!
Мала, комсомоли!
Çулсем тăвалла.
Ытлах тăвалла тăк -
Çине тăмалла! Мала, комсомоли!
Çулсем такăр мар.
Ытах такăр мар тăк -
Тавай такăрлар!
1932
Митта, Ваçлейĕ. Тăвалла маршĕ / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 91-92.
|
|