Тăван çĕршыва
Çĕршывăм, çĕршывăм, каллех эп санра.
Хĕрӳллĕ ыр юррăм шăп саншăн янрать.
Кала-ха, çĕршывăм, кала-ха мана -
Куратна эс манăн хастарлă чуна?
Пĕлетне, сисетне - ман çамрăк чĕре
Сӳнет пулĕ ĕнтĕ вăл саншăн йĕрсе...
Туятна? - Вĕт эпĕ тăван ывăлу,
Сана тасатакан чăн ырă çăлу!
Сана чăн чĕререн ялан юратса
Пурнас теп чĕлхемпе ĕмĕр йăпатса.
Тарас çук инçе эп санран ют çĕре,
Нихçан та саваймĕ юта ман чĕре.
Ахаль мар тăванăм - сăвăç Хусанкай -
Каларĕ те татрĕ: <Юта эс ан кай!>
Апла эс, çĕршывăм, пилле ман чуна,
Савса çитĕнтер-ха тăван ачуна!
1926
Митта, Ваçлейĕ. Тăван çĕршыва / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 51-52.