Тăван чĕлхене
Шанап, чĕлхемçĕм, ĕненетĕп
Сан чи тивлетлĕ ĕмĕтне,
Çунатлă пултăм - вĕçĕнетĕп
Ĕмĕт сĕткенĕ çĕнетме.
Çамрăк чĕремĕн вут хĕлхемĕ,
Чĕлхемçĕм, саншăн ялкăшать.
Тин çеç вăраннă чăн чĕлхемĕм
Ĕнтĕ хĕрӳллĕ чалкăшать.
Хĕскĕч кун-çулĕн мур ĕмĕрĕ
Чылай вăл çирĕ хăватна...
Çапах чăн сиплĕх сан пĕтмерĕ,
Усал тивмерĕ сăпатна.
Тинех тивлетĕн ырă ячĕ
Ярса та тытрĕ ирĕкне!
Çамрăк поэтăн чĕр хăвачĕ
Çăвĕ чĕлхенĕн кирĕкне!
<Килсем, килсем, чăваш поэчĕ!> -
Теетчĕ Çеçпĕл куççульпе.
Чĕлхем, вăл саншăн, саншăн йĕчĕ,
Уйрăлчĕ саншăн кун-çульпе.
Татах калам - вăл пурнăç иртрĕ,
Йĕрӳсем юлччăр тĕлĕкре!
Ĕнтĕ, чĕлхеçĕм, сана витрĕ
Çамрăк çар. Эс халь чечекре!
Ӳссе пыран çамрăк вĕçлейĕ
Чĕлхен тивлетлĕ илемне -
Калатăп эп - Митта Ваçлейĕ
Çыртса чĕлхенĕн тӳлемне!
1927
Митта, Ваçлейĕ. Тăван чĕлхене / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 61-62.