|
Васьлей Митта
1908 - 1957
Чувашский поэт, мастер художественного перевода
|
|
|
Уяв
И лапка-лапканăн
Лăпкă юр çăвать,
Çĕр çине чăлт шурă
Кăкăрлăх çакать.
Тарлă, йăлăхтарнă
Канăçсăр çăва
Савăнса ăсатнăн
Сиккелет чакак.
Сарлака йăмранăн
Шилĕкĕ çинче
Чавкасен шăй-шайĕ
Çуйăхать пĕрмай.
Калăн, шурă вăхăт,
Калăн, шур тĕнче
Килнине чыслаççĕ
Сăрнайпа палнай.
Катан пир пĕркенчĕк
Уртнă çӳллĕ ту,
Ун тавра тухьяллă
Яхтă-чăрăшсем.
Калăн, хĕр сăрийĕ,
Калăн, çĕнĕ туй
Хускатма шутлаççĕ
Пĕлĕш-тантăшсем.
Тунсăхлă хăна пек
Пăхкалать хĕлле,
Куç хĕсет ачашшăн,
Кулкалать япшар.
Эх, кăмăлăм, кăмăл,
Кăмăлăм мĕнле!
Вăл паян çĕн юр пек
Тап-таса, шап-шар.
Эп выляп-кулатăп -
Çĕн вăхăт паян,
Савăнап-юрлатăп -
Паян кун уяв.
Ак халавлăн çитрĕç
Юрласа ян-ян
Хĕллепе Октябрь
Паянхи туя.
Ярапине янă
Савăк тĕнчене
Хĕрлĕ тĕс хастарлăн
Çавăрса илет. -
Эй, тухсам, ĕç çынĕ,
Тух, ялав чĕнет!
Санăн çеç паян кун
Илмелле тивлет!
Çиçĕмпе шăратнă
Пирĕн йăласем
Çимĕкрен илемлĕ
Сĕрентен чипер. -
Эй, кĕрле, ĕç халăх!
Ташлăр, ялавсем!
Паян кун пĕр харăс
Вăйсене виçер.
<Интернационалĕ>
Хаяр та йăваш,
Тапхăр-тапхăр тарăн
Çывлатса илет:
Ăншăртран сывалнă
Пирĕн пек чăваш
Паян кун туяннă
Танлăхлă тивлет.
Савăн, хапрăк-савăт!
Савăн, аслă хир!
Çĕнтерӳллĕ савнăç
Хулара, хирте.
Çак таса çĕршывăн
Хуçисем эпир,
Çак тĕнчен йĕвенĕ
Паян кун пирте!
И лапка-лапканăн
Лăпкă юр çăвать.
Ял хушши йăл-ялăн
Ялавпа çунать...
1926
Митта, Ваçлейĕ. Уяв / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 53-54.
|
|