Хĕрӳллĕ салам
Хĕлхемлĕ кĕвĕллĕ чи ыр сăввăма
Тивлетĕн хисеплĕ паян кун чаплать.
Паян кун - çĕнелнĕ чуна çăвăнма
Сĕткенлĕ çăлкуçĕ шăп маншăн тапать!
Хастарлăн, тăвăллăн тинех ĕнтĕ эп
Халавлă, илемлĕ çĕнĕ чӳк чӳклеп,
Октябрь ялавĕн тĕсне çĕнетеп -
Ăна хам чĕремĕн юнпе эп чӳхеп!..
Чĕр çамрăк - хастарлăх, чухах эс паян,
Октябрь илемлĕ тĕс кӳтĕр сăнна,
Хуланăн та ялăн сас кайтăр ян-ян, -
Ĕç халăх уявĕ мухтантăр чăнах!
Октябрь илемĕ çуратнă мана, -
Епле-ха ман уншăн шеллес чăн сăвва?!
Сисетĕп, туятăп: çак ыр самана
Чĕлхемшĕн çаврайрĕ чăн ырă йăва.
Кунран-кун хĕрӳллĕн ӳсет вут-хĕлхем
Хисеплĕ, кӳрнеклĕ çак ыр йăвара.
Тĕнченĕн тĕрекĕ - Хĕрӳллĕ Хĕлхем1
Сĕткен ярать манăн чĕлхе-çăвара.
Хĕрӳллĕ Хĕлхемĕн тĕрĕс хӳттинче
Сăваплăн паян кун йăлтах тасалам!
Юрлатăп эп саншăн, пуяс ыр тĕнче,
Октябрь тивлетшĕн хĕрӳллĕ салама!..
1926
Митта, Ваçлейĕ. Хĕрӳллĕ салам / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 53.
1 Хĕрӳллĕ Хĕлхем - пулас аслă революци. (Автор асăрх.)