Илемпи Митта
Аттем çинчен
Эпир, виçĕ хĕр, аттепе юнашар пурăнса ӳсеймерĕмĕр, çавăнпа та ун çинчен сахал пĕлетпĕр. Çав сăлтава пулах чăвашла та лайăх вĕренеймерĕмĕр.
Ача чухнехи вăхăтран 4-мĕш çулсен вĕçĕнчи тапхăра астăватăп. Çулла. Аслă Арапуç уйĕ. Ун чух атте пăрçа хуралçиччĕ. Эпир унпа çул çинче чылай тавлашса пытăмăр /ун чухнехи пурнăç пирки калаçнă чух эпĕ, каникулта Шупашкартан ăна курма кайнăскер, час-часах чĕрре кĕреттĕм/. Эпĕ атте каланипе каллех килĕшмесĕр çилленсе, унран пăрăнса юлтăм. Атте вара пĕчченех Çĕньял еннелле кайрĕ. Халĕ пăхатăп та - вăл ун чух ӳкĕтлесе каланисем пурте тӳрре килчĕç.
1970
Митта, И. Аттем çинчен / Илемпи Митта // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 13.