М. Р. Федотов,
филологи наукисен докторĕ
Поэтăн çулĕ такăр пулман, анчах тăван çĕршыва юратнă шухăша, тĕрĕслĕх хăватне ун чĕринчен нимĕнле усал та хăваласа кăларайман...
Митта Ваçлейĕ хăйĕн творчествинче тĕрлĕ наци поэчĕсен ĕç-хĕлĕпе усă курать, вĕсен вăррине чăваш ани çине акса, чĕрене савăнтаракан е ыраттаракан, вулаканăн пĕлĕвне ӳстерекен, пурнăç çинчен шухăша яртаракан поэзи тыррине вырса илет.
Паллă çынсем — Митта Ваçлейĕ çинчен // Ялав. – 1988. - № 3. – С. 19.