Петĕр Хусанкай,
чăваш халăх поэчĕ
Халăх чĕлхи, наци сăн-сăпачĕ, сахал сăмахпа нумай калама пĕлни, таса кăмăл, вĕри чĕре таппи, тарăн шухăш - акă мĕн туять вулакан Митта сăввисенче. Шăратса хывнă йĕркесем, сăвăсерен тĕрлĕ кĕвĕ, тĕрлĕ çавра темелле, тулли рифма - çак пурте хăй тĕллĕн тухса пынă пек, "чун тарĕпе" ĕçлени сисĕнмест, мĕншĕн тесен сăввăн тĕп шухăшĕ, шалти тасалăхĕ кăмăла çавăрать.
Митта Ваçлейĕ çинчен // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 16.
Поэзие илсен — яланхн пекех уçă та тӳрĕ кăмăлпа янăра пуçланă Митта Ваçлейĕн сассн кунран-кун тĕрекленсе пыратчĕ. Поэтăмăр тăван сăмахăн тутине пĕлсе, ăна перекетлĕн тыткаласа ĕçлетчĕ. Унăн çырса пĕтереймен «Тайăр» поэма сыпăкĕсем, «Авалхи садăмра», «Тав сана!», «Пит маттур-çке Иванов бульварĕ...» тата ыттн нумаях мар сăввисем юлашки вă-хăтри темĕн тĕрлĕ шупка сăвă-юрă çннче чăн-чăн ĕнчĕ пĕрчисем пек йăлтăртатса тăраççĕ. Халăх чĕлхи, наци сăн-сăпачĕ, сахал сăмахпа нумай калама пĕлни, таса кăмăл, вĕри чĕре таппи, тарăн шухăш — акă мĕн туять вулакан Митта сăввисенче. Шăратса хывнă йĕркесем, сăвăсерен тĕрлĕ кĕвĕ, тĕрлĕ çавра темелле, тулли рифма — çак пурте хăй тĕллĕн тухса пынă пек, «чун тарĕпе» ĕçлени сисĕнмест, мĕншĕн тесен сăввăн тĕп шухăшĕ, шалти тасалăхĕ кăмăла çавăрать. Мĕнле виçелĕх тата, туйăм виçелĕхĕ!
Паллă çынсем — Митта Ваçлейĕ çинчен // Ялав. – 1988. - № 3. – С. 19.