Стихван Шавли,
чăваш халăх поэчĕ
Паянхи кун маншăн савăнăçлă кун: эпĕ çĕнĕ поэт, талантлă поэт, пысăк поэт сассине илтрĕм. Чун-чĕрене çĕклентерсе яракан, пĕçертсе илекен, шухăша хускатакан, çав хушăрах "хулăм саспа" малалла чĕнекен чăн-чăн поэтла сасă хамăр поэзире хам ĕмĕрте эп иккĕмĕш хут кăна илтетĕп пулĕ-ха: малтан илтнĕ сасă, пирвайхи хут çунатлантарнă сасă вăл Çеçпĕл Мишши сассиччĕ.
Митта Ваçлейĕ çинчен // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 16.