В. Давыдов-Анатри
Ларсам юнашар
Тăван ял çумĕнчи Çăкасар...
Тус-юлташăм, ларсам юнашар.
Пит сайра тĕл пулатпăр, каçар,-
Пĕрле чух кăмăлтан калаçар.
Асилер-ха Митта Ваçлейне,
Хамăр ял, Арапуç каччине...
Вăл тухатчĕ Пăла хĕррине
Уявра çамрăксен вăййине.
Кам мухтамĕ Митта парнине -
Илĕртӳллĕ сăвви-юррине.
Хисеплетчĕ поэт çынсене,
Пуç таятчĕ савса ĕçчене.
Туслăхпа юрату хаклине
Килĕшӳлĕх пире кирлине!
Вăл манмарĕ çĕре кĕриччен,
Хĕрӳ çулăм чĕри сӳниччен.
Ăраскал - халăхпа пулнинче,
Ăраскал - çĕршывпа утнинче,-
Ак мĕнле вăл калатчĕ ялан...
Пирĕнпе аслă сăвăç паян.
Давыдов-Анатри, В. Ларсам юнашар : / В. Давыдов-Анатри // Ялав. - 1989. - № 3. - С. 15.