Евстафьев Н.
Митта Ваçлейĕ
Юрă пек вĕçеççĕ ирпе пин чĕкеç, -
Çил çинче çӳреççĕ ытарми чунсем.
Çунатсем çинче-çке йăлтăрти çиçеç
Эс каланă ăшă туйăм-сăмахсем.
Ирпеле анать-и сывлăм тӳперен,
Кăнтăрпа иртет-и çил вĕрсе кĕскен, -
Савăк сăввупа эс ман пата кĕрен -
Ман хитре чечекĕм, ман шанми çеçкем
Халăхра хăвартăн вилĕмсĕр ятна,
Ĕмĕр хумхантартăр сан сăвву чуна!
1957
Евстафьев, Н. Мускав вăхăчĕпе / Николай Евстафьев. - Шупашкар, 1978. - С. 164.