Сениэль М.
Ссылкăри Митта
Тăван çĕршыв, Чăваш çĕршывĕ,
эс каласамччĕ, пĕлтерсем,
мĕн-ма ялан сахаллăн сывă
сан чи хĕрӳ поэтусем?
Кам айăплă? Мĕн-ма çӳреççĕ
ним хӳтĕсĕр? Ăçта хӳтти?
Йăлл! çĕкленеççĕ те сӳнеççĕ,
сӳнми çунаç сӳнсессĕн тин?
Вĕсем çуннин чăн янăравĕ
ӳсет мĕн-ма нумай кайран:
поэтусем пит япăхран-и,
е ху ытла та япăхран?
Сана саватăп эп, саватăп,
туяп: татах та савмалла.
Çĕршыв, Çĕршыв, хăçан сăваплăп,
хăçан кӳренмĕп эп, кала?
Сениэль, М. Ссылкăри Митта : [сăвă] / Михаил Сениэль // Ялав. - 1996. - № 3. - С. 4.