Хасан Туфан,
тутар сăвăçĕ
Нумай пулсан та манăн ылтăн тус -
Эп тунсăхлатăп сансăрăн, Митта.
Паян сана курасшăн çуннă чух
Килсе кĕретĕп-и кермен залне -
Сана калас саламлă сăмаха
Калатăп халăхна - чăвашсене.
Ма эрлĕ ку тесе ан ятлăрсам,
Ăнланăрсамччĕ, ăслă чăвашсем:
Чăн-чăн тăванччĕ маншăн вăл, Митта,
Чăн-чăн тăванăмччĕ, юлташăмсем.
Митта Ваçлейĕ çинчен // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - (<Хыпар> кĕнеки ; № 30). - С. 11.