|
Васьлей Митта
1908 - 1957
Чувашский поэт, мастер художественного перевода
|
|
|
Генрих Гейне
Çу çитрĕ. Йывăç-курăк...
Çу çитрĕ. Йывăç-курăк Ӳсет, чечекленет. Йăл илнĕ путек-сурăх Хаваслăн сиккелет.
Хуллен-хуллен юхаççĕ Шур мамăк пĕлĕтсем. Ăмăртмалла юрлаççĕ Садри сар кайăксем.
Эп, чирлĕскер, выртатăп Пĕччен çерем çинче. Такам сасси, тăнлатăп, Чĕнет - инçе, инçе...
1956
Гейне, Г. <Çу çитрĕ. Йывăç-курăк:> : [сăвă] / Генрих Гейне ; Митта Ваçлейĕ куçарнă // Митта, В. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том : сăвăсем, поэмăсем, куçарусем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 176-177.1
1 Малтанхи хут 1956 çулта <Ялав> журналăн 2-мĕш номерĕнче тухнă. <Кăмăлтан> кĕнекери текстсем тăрăх пичетленеççĕ. Вырăсларан куçарнă пулас. Г.Гейне (1797-1856) - нимĕçсен аслă поэчĕ.
|
|