|
Васьлей Митта
1908 - 1957
Чувашский поэт, мастер художественного перевода
|
|
|
Муса Джалиль
Двина
Вăй пар мана, мухтавлă шыв Двина, Капламлă юхăмна калла тума! Ытамласа тытам та эп сана Каям тухса - Тăван çĕршывăма.
Эп - ирĕк кайăкĕ. Çунатăм ман Шар-çиçĕм пек вылятчĕ таврара. Вутра çуралнă, тăвăлран тăван, - Чуралăхра пăчланăп-и вара?..
Двина! Двина! Сан юхăмна çеç мар, Хам пурнăçа та тавăрасчĕ ман! Çĕршывăм чĕртнĕ чĕрери кăвар Сӳнмен, хĕрӳлĕх тамалман.
Татах пуласчĕ хамăр патăрта Поэт çеç мар - хăюллă паттăр та. Çĕршыв хама пилленĕ тивĕçпе - Чысласчĕ ун ятне ĕçпе, хĕçпе.
Вилес пулсан та - вилĕттĕм кулса, Хисеплĕн йышăнĕ тăван тăпра. Ман палăкăн çут çăлтăрĕ пулса Чи лайăх юррăм юлĕ халăхра.
Двина! Двина! Чĕр вилĕм кĕтнĕ май Ай-хай асап-çке канăçсăр чуна... Часрах, часрах мана эс илсе кай, Ынатлă ытамна уçсам, Двина!..
1956
Джалиль, М. Двина : сăвă / Муса Джалиль ; Митта Ваçлейĕ куçарнă // Митта, В. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том : сăвăсем, поэмăсем, куçарусем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 172-175.1
1 Малтанхи хут 1956 çулта <Тăван Атăл> альманахăн 2-мĕш номерĕнче тухнă. <Кăмăлтан> кĕнекери текстсем тăрăх пичетленеççĕ. Митта <Муса Джалиль> поэма çырма ĕмĕтленнĕ, кун пирки кун кĕнекипе кĕсье кĕнекинче çырса хунисем пур. Ку сăвăсене вырăсла куçарусем тăрăх куçарнă пулас.
|
|