|
Васьлей Митта
1908 - 1957
Чувашский поэт, мастер художественного перевода
|
|
|
Муса Джалиль
Тĕрме хуралçи
Алăка вăл сыхлать. Хул çинче Икĕ <С> кукрашкийĕн çути. Чĕрене хăйăрать, пăталать Кĕрĕс-мерĕс таканлă утти.
Çакă тимĕр таптав айĕнче Çĕр ахлатнă пекех туйăнать... Тытамаклă тискер куçĕнче Кун çути юхăнса йăмăхать.
Çын асапĕ ăна - ыр апат, Ĕçес килчĕ - куççуль ун валли. Ман çине шăтарас пек пăхать... (Эх, пăшалччĕ куçна, чун илли!)
Шав утать, шав шырать - çĕр çăтман, Вилĕм тусĕ, чуралăх тарçи. Ма хальччен ăна шалкăм çапман, Ма тулмасть хăвăртрах ун шалчи!
Алăка вăл сыхлать. Хул çинче Икĕ <С> кукрашкийĕн çути. Тимĕр тылă шăмма ватнă пек Халтлатать ун таканлă утти.
1956
Джалиль, М. Тĕрме хуралçи : сăвă / Муса Джалиль ; Митта Ваçлейĕ куçарнă // Митта, В. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том : сăвăсем, поэмăсем, куçарусем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 173.
|
|