Жизнь и деятельность

 

Йывăр çĕклем

Юрий Сементер поэт 50 çул тултарчĕ

Юрий Семенов, шкулта вереннĕ чухнех сăвă хайлама тытăннăскер, чăваш поэзине хăйĕн уçă та янравлă сассипе кĕчĕ.

Çамрăк сăвăç пултарулăхне хак парса, Аркадий Эсхель поэт "Тупа" кĕнеке хыçсăмахĕнче çапла çырнă: "Юрий Семенов (халĕ ĕнтĕ Сементер) тăван поэзи пахчине салтак кутамккипе килсе кĕчĕ. Çав кутамккара сăвă тетрачĕсем нумай. Хулăн тетрадьсем. Халь акă вăл инçе çула тухать. Ун çурăмĕ çинче – сăвă кутамкки. Çула тухас умĕн вăл самантлăха ларать те хăй ăссĕн пăшăлтатса илет: тупа тăватăп, тет. Ан тив, эппин, пултăр шанчăклă, çирĕп "Тупа".

Юрий Сементер, аслă юлташĕ пиллесе каланă пекех, чăваш поэзийĕн вĕçĕ-хĕррисĕр хирне сухаласа, вулакан чун-чĕрине тытканлакан произведенисем çырма тупа тунине тÿрре кăларать. Вулакансене вăл хăй мĕн çырнине, мĕн шухăшланине сасса хăпартмасар, тÿлеккĕн те лăпкăн каласа ĕнентерет. Ара, вăл хăй калас шухăша, тивĕçле сăмахне нумайччен тĕплĕн виçсе суйлать-çке-ха. Çавăнпа поэт сăввисем ырă шухăш хускатаççĕ, чĕрене ăшăтаççĕ.

Поэт кĕнекисенчи сăвăсен тематики анлă. Вăл Совет Çарĕнчи салтаксен, хальхи çамрăксен кулленхи пурнăçĕ, хастар ĕçе-хĕлĕпе кĕрешĕвĕ, таса шухăш-кăмăлĕ, туслăхĕпе юратăвĕ çинчен çырать, совет çыннисене мирлĕ пурнăçа, тăван çутсанталăк илемлĕхне çитес ăрусем валли упраса хăварассишĕн кĕрешме чĕнет.

"Ваçлей салтак" поэмăра вара автор кирек епле йывăр вăхăтра та хуçăлман, çухалса кайман, яланах хамăрăн аслă Çĕршывăмăршăн тăрăшакан паттăр çынсене кăтартнă.

Поэма тенĕрен, сăваç ку жанрта та ăнаçлă ĕçлет. "Куççуль" поэмăра вăл аякри ют çĕршывра пурăнакан чăваш çынни çуралнă тăван килшĕн мĕнле тунсăхланине чуна тивмелле сăнланăччĕ. "Парне" поэмăра поэт В. И. Ленинăн Чĕмпĕрти пурнăçĕн пĕр вăхăтне асра юлмалла çырса кăтартнă. "Катюша" тата "Сакăр кăйкăр" поэмăсен сюжечĕ вара хамăр ентешсен иртнĕ Аслă вăрçăри паттăрлăхĕпе çыхăннă.

"Чăн-чăн поэт пулсан, – тенĕ Аркадий Эсхель, – вăл ăçта çуралнине те, мĕншĕн çуралнине те пĕлмелле". Юрий Сементер Чăваш АССРĕн Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлач уйăхĕнче çуралнă. Вăтам шкулта вереннĕ вăхăтрах тăван колхозра ĕçленĕ, бригадира пулăшса пынă. Совет Çарĕнчен таврăнсан, ялти клуб заведующийĕ пулнă, комсомол тата хаçат ĕçĕнче вăй хунă. Унтан сăвăç икĕ çул хушши Совет Çарĕнче рота командирĕн политика енĕпе ĕçлекен заместителĕнче тăнă. Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче пĕлÿ пухнă. Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература редакторĕнче ĕçленĕ хушăрах И Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнчен заочно вĕренсе тухнă. 1974 çулхи ака уйахĕнчен тытăнса Юрий Сементер "Ялав" журналăн тĕп редакторĕ. Вăл 1973 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ.

Поэт-коммунист общество ĕçне те активлă хутшăнать. Вăл халăх депу-тачĕсен Шупашкар хула Совечĕн депутачĕ, КПСС Шупашкар хула комитечĕн бюро членĕ, пилĕк çул хушши РСФСР Писательсен союзĕн ревизи комиссийĕн членĕ пулнă. Халĕ поэтăмăр – чăваш Писателĕсен союзĕн правленийĕпе парти бюровĕн членĕ. Юрий Сементер, халăх юратса вулакан "Ялав" журналăн тĕп редакторĕ пулнă май, çамрăк çыравçăсене литература çулĕ çине кăларас енĕнпе те сахал мар тимлет.

1983 çулта Юрий Сементере "Аван-и, салтак" сăвă кĕнекишĕн Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен премине панă, тепĕр пилĕк çултан вăл "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" хисеплĕ ята илме тивĕçлĕ пулчĕ. Ӑна "Çарти пархатарлăхшăн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май" медальпе, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотипе наградăлана. Мире хÿтĕлекен Совет комитечĕ ăна "Миршĕн кĕрешекен" медаль парса чыс тунă.

Кашниех пурнăçа, тĕнчене хăй çуралнă тăрăхри курăмлăхран туйма, ăнланма тытăнать. Юрий Сементершĕн кун çути кÿрекен ирсем Шетмĕ хĕрринчен пуçланаççĕ. Шетмĕ Çавала юхать, Атăлпа пĕрлешет, Каспи тинĕсне тухать. Малтан тăван Танăш тăрăхĕнче çеç илтĕннĕ поэт сасси каярахпа, хăват илсе, пĕтĕм Чăвашра, Аслă Тăван çĕршывра саланать. Унăн сăввисене вырăс, украина, белорус, тутар, якут – пурĕ вунсакăр чĕлхене куçарнă. Унсăр пуçне, вăл çырнисем пăлхарла, венгрла, серб-хорватла та пичетленсе тухнă.

Тăванла литературăсен чаплă палăкĕсене е хальхи çыравçăсен паллă произведенийĕсене чăваш вулаканĕ патне çитерессишĕн те сахал мар тăрăшать сăвăç. Вăл авалхи вырăс халăхĕн "Игорь полкĕ çинчен хунă юрă" эпосне куçарса уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларчĕ, Сергей Есенин, Александр Твардовский, Константин Симонов, Леся Украинка, Борислав Степанюк, Станислав Репьях, Василь Зуенок, Юрась Свирка, Ренат Харис. Семен Николаев, Флор Васильев, Семён Руфов поэтсен сăввисене, Çеçпĕл Мишшин А. П. Червякова патне вырăсла çырнă çырăвĕсене, Библири "Юрăсен юррине" чăвашла янăрама пил пачĕ.

Юрий Сементер пултарулăхĕн тивлечĕпех Недялко Иордановăн "Тĕленмелле юрату", Алексей Коломиецăн "Çемье чысĕ", Федор Абрамовăн "Тăван кил", "Амăшĕпе хĕрĕ" пьесисем К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче кун курчĕç. Георгий Спекторăн Ю. Сементер куçарнă "Юратупа мыскара" пьеси тăрăх хатĕрленĕ спектакльне Чăваш музыка театрĕн сцени çинче кăтартнă. Фридрих Шиллерăн чăвашла куçарнă "Хурахсем" пьеси те – çамрăксен театрĕн портфелĕнче. Юрий Семенович тăрăшнипех пушкăрт драматургĕн Асхат Мирзагитовăн чăвашла куçарнă "Хĕври çĕлен", Чăваш драматургĕн Маркиян Удаловăн "Актриса" пьесисем "Ялав" журналта пичетленчĕç.

Юрий Сементер "Шуракăш" музкомедин либереттине çырнă. Музыки Геннадий Максимовăн. Нумай пулмасть вĕсем Геннадий Терентьевпа пĕрле "Юратăва сутăн илеймĕн" либретто çырчĕç. Ку музыкăллă комеди те Чăваш музыка театрĕн сцени çинче часах рампа çути курмалла.

Поэт сăввисен тăван халăх пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ чăннипех пысăк, унăн поэзийĕ çепĕç те янравлă. Чăваш композиторĕсем Филипп Лукин, Григорий Хирбю, Герман Лебедев, Тимофей Фандеев, Федор Васильев, Анисим Асламас, Юрий Кудаков, Иван Аршинов, Александр Сергеев, Юрий Жуков Юрий Сементерĕн икçĕре яхăн сăввине юрра хывнă. Сăмахран, "Уçланкăри палан", "Шăнкăр-шăнкăр çăлкуç", "Ан ман. тăван" халăхăмăрăн юратнă юррисем пулса тăчĕç. Вĕсене пĕтĕм чăваш халăхĕ юрлать.

Юрий Сементер поэт пултарулăхне Аркадий Эсхель, чăваш халăх поэчĕ Александр Алга, вырăс совет критикĕ Иосиф Гринберг, РСФСР Писательсен союзĕн правлени председателĕ Сергей Михалков, пушкăрт критикĕ Гилемдар Рамазанов, паллă тутар поэчĕ Ренат Харис тата ыттисем те пахаласа тивĕçлĕ хак панă. Авторшăн чи пысăк хисеп вара – вулакансем унăн кĕнекисене таса чун-чĕрепе хапăл туса йышăнни.

Пултарулăх çулĕпе йывăр çĕклемпе утакан поэт 50 çул тултарчĕ. Ку вăл литература ĕçченĕшĕн ăс-хакăл туптанса, тавракурăм анлăланса çитнĕ тапхăр. Çырма шухăшласа, палăртса хунă темăсем поэтăн нумай. Ӑна пурнăç çулĕпе малашне те, салтак пек, патвар та çирĕп утма, умра тăракан мĕнпур тĕллевсене пурнăçлама, кулленхи ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунар. Шăпчăк юрриллĕ, тăри сассиллĕ сăвăсем ытларах шăранччăр. Литература çулĕ йывăр та тумхахлă, çула илнĕ çĕклеме йывăр. Хисеплĕ ентешĕм, поэзи кутамкки тулăх, çулу такăр пултăр.

Уçăп Алексеев

Алексеев, У. Йывăр çĕклем : Юрий Сементер поэт 50 çул тултарчĕ / Уçăп Алексеев // Тăван Атăл. – 1991. – №. 1. – С. 8-9.