Жизнь и деятельность
Поэт хевтиПоэзи – чунăмри нектарам, Ку йĕркесем Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн "Хуркайăк çулĕ" кĕнекинчен. Унта халиччен пичетленмен сăвă-хайлав кун çути курнă. Вăл шутра "Шĕнкрен", "Пăяв калавĕ" балладăсем, "Вутчуль", "Хĕвелпи" легендăсем, "Хушка" халап пысăк вырăн йышăнаççĕ. Поэзин сарлака та вăрăм каçалăкĕнче хĕрĕх çул çанă тавăрса ĕçлекен хресчен ывăлĕн "чунĕнчи нектаре" халăх шухăш-кăмăлĕпе, ĕмĕчĕсен туртăмĕпе таччăн çыхăннине палăртас килет. Самана варкăшне чун-чĕре хĕрÿлĕхĕпе туякан çыравçăн хайлавĕсенче тĕп вырăнта Тăван çĕршыв, чыспа тивĕç, туслăхпа юрату, тĕрĕслĕх. Халăхăмăра, чĕлхемĕре, чăвашлăха хисеплесе чи мала хунăранах пулĕ "Хуркайăк çулĕ" чи хаклă çынна халалланă "Анне" сăвăпа уçăлать. "Хĕвел чĕреллĕ", "пыл сăмахлă" Анне "килти çăка пек пуç тайса" ачисене пурнăç тăршшĕпех кĕтет. Канăçне çухатнăскер, ирĕн-каçăн кантăкран тинкерсе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ мăшăрне аса илет, ывăлĕпе калаçса чунне уçать:
Ир ăсаннă аçу та кĕтет пулĕ, ывăлăм, – Елена Николаевăпа Валентина Егорова спортсменсене, Андриян Николаев космонавта халалланă сăвăра автор тăван халăх ятне упрасси, чысласси чăваш ывăл-хĕрĕн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри пулнине туйтарать. "Атте-анне халалĕ – Раççейĕмĕр вăй-халĕ, Олимп вăййин медалĕ, кун-çулăмăр сунталĕ", – теççĕ Чăваш çĕрĕн паттăрĕсем. Поэзире салтак сăввисемпе палăрнă Юрий Сементер пултарулăхĕнче Тăван çĕршыв, анне сăнарĕсем уйрăмах чĕрĕ, чун тĕпĕнчен тухакан шухăш-кăмăлпа чăнлăхлă. "Шĕнкрен" балладăри Марьяппа – сăнĕ-пуçĕпе илемлĕ, пăрчкан пек йăрă, ĕçчен те пултаруллă, нимĕнле йывăрлăх умĕнче пуç усман хастар чăваш хĕрарăмĕ. Янтуш Яккăвне качча тухса Шупашкарта çемье çавăрать, заводра ĕçлет. Çамрăк мăшăрăн ывăл çуралать. Саватер – шкулта паллă пионер, ăсĕпе те, ĕçĕпе те яланах малта пулса вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне савăнтарать. Анчах çав телейлĕ пурнăçа хăрушă вăрçă татать. Янтушов Якку фронта каять. Марьяппа станок умĕнче канăçа пĕлмесĕр патрон тăвать. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн Сталин грамотине тивĕçет. "Фронта ытларах шĕнкрен памалла, Юратнă тĕпренчĕкĕ тăван киле чипер таврăннине курас ĕмĕтпе амăшĕ смена вĕçĕнче тата вунă патрон тăвать. Тан мар çапăçура Саватерпе нимĕç тытăçса ÿкеççĕ, ишĕлнĕ çуртри тĕттĕмре ылмашăннă автомачĕсемпе пĕр-пĕрне пĕр харăс переççĕ. Çакăнта пулса иртет те тĕнче трагедийĕ: Ырă шухăшпа тунă патронпа, Çĕр чăтайми йывăр хуйхă тÿсме тивет Марьяппан. Поэма-балладăра пурнăç хĕлхемне сÿнтерекен тĕрлĕ хĕç-пăшал шухăшласа тупса этем этеме пĕтернине хирĕç шăрçаланнă йĕркесем те аннесен, мирлĕ халăхăн чун ыратăвĕпе çыхăннă. Каласам, этем, мĕн çитмест сана,
Патриотлăх теми "Хушка" халапри ĕçчен чăвашăн сĕтлĕ, ăратлă ĕни урлă сăнланни уйрăмах хăйне евĕрлĕ. Мускаври куравра ылтăн медале тивĕçнĕ Хушкапа унăн хисеплĕ хуçин Татюк аппан киле килес çулне вăрçă вучĕ пÿлет. Иккĕшĕ те пĕр-пĕринчен çухалаççĕ. Хушка хăй пĕчченех Шупашкар еннелле çул тытать. Муром, Чулхула вăрманĕсем витĕр утса тем те пĕр курнăскер, вăл чăтлăхра тĕл пулнă тăшмана та тĕп тума пултарать. Фашиста Хушка таптарĕ Халăх сăмахлăхĕн сĕткенĕпе тулнă поэзи çĕнĕ сĕмсемпе, çĕнĕ сăнлăхсемпе пуянланса пыни кĕнекере куçкĕрет. Чăвашла кĕвĕ-çемĕре туптаннă ăста лирикăн сăвви-юрринче "чечек хĕвеле ыталать", "шур юр пикенет шурă çип пĕтĕрме", "уйра пин пучах алран-ал тытăнать", "хаваслă çил ыраш пуссин хут купăсне калать"... Пĕтĕмпех – юрату мехелĕпе... Юрату хăватлă. Юрату асамлă. Пĕр çиçсессĕн çиçĕм канлĕхне памасть. "Виçĕ ыйту" сăвăра лирикăллă герой чĕлхеçĕрен, апостолтан, президентран ыйтать: "Чăваш падежĕсен шутне хăçан кĕртетĕн юрату падежĕ?" "Хăçан-ши юрату ячĕпеле ятарласа Евангели хыватăн?" "Хăçан пулать-ши юрату министрĕ?" Таса юратупа çирĕп туслăхăн чикки çук теççĕ, анчах мĕн тăвăн – пурнăç тинĕсĕ тикĕс мар. Этем кăмăлĕн тÿнтер енĕсем – ултавпа суя, вăрăпа пуйма ĕмĕтленни, таса çынна тăшман вырăнне хурса пăрпа лартса яни, вăрттăн йĕрлекен "юлташсем" – паянхи пурнăç ÿкерчĕкĕсем. Вĕсене сăвăç сиввĕн питлесе, Ĕненнĕ, шаннă çыннăн çăхавне Тепĕр хăрушă тăшман – этем сывлăхне хавшатакан-ни, пурнăçа вăхăтсăр татаканни – эрех. Ӑна пурте саваççĕ, хÿхĕм сăмах каласа "Сывлăхшăн!" тесе ĕçеççĕ. "Эрех такмакĕсенче" ун пеккисене çапла каланă : Пĕл çĕр çинче чăн-чăн çынла утма,
Юрий Сементер поэзийĕ пурнăçа тĕрлĕ енлĕн сăнлать, вулакан кăмăл-туйăмне хускатса тарăн шухăша ярать, пурăнма, юратма хавхалантарать. Чăвашсар çыравçин произведенийĕсем нумай халăхăн илемлĕ литературин çÿпçине кĕнĕ. Вĕсене Раççейри, тĕнчери çирĕм ытла чĕлхене куçарнă. Сăмаха вĕçленĕçемĕн çакна каласа хăварас килет. Пурнăç пулăмĕсем çине кун-çул тÿпинчен пăхакан поэт çут çанталăка та, çынпа çын хутшăнăвĕсене те, туслăхпа юратăва та философилле шухăш-туйăмпа пахалать. Чăвашлăх çинчен каланă йĕркесем çĕнĕлле сулăмпа янăраççĕ, чун сипетлĕхĕ пирки çырнă чухне те сăвăç пĕр хăйне кăна тивĕçлĕ шухăш-туйăм çемми тупать. Шăпах çакăнта пурăнать те поэт хевти.
Васильева, А. Поэт хевти : [Юрий Сементер çырнă "Хуркайăк çулĕ" кĕнеки çинчен] / Альбина Васильева // Тăван Атăл. – 2004. - № 5. – С. 71-72. |