Жизнь и деятельность

 

Поэзи сăн-сăпачĕн палăкĕ

(Ю. Сементерĕн «вуниккĕ» поэмине вуланă май)

Миçе поэт Чăваш çĕр-шывĕнче? Тÿрех татса калассăм килет: мĕн чухлĕ çыравçă — çавăн чухлĕ! Миçен вĕсем? Кирек кам та, кирек хăçан та тĕп-тĕрĕссине шахвăртаймĕ, мĕншĕн тесессĕн икĕ пайăрпа палăртса хăварма тивет вĕсене: пĕрремĕшĕ — пур çыравçă та тенĕ пекех литература ĕçне сăвă çырнинчен тытăнать, иккĕмĕшĕ — сăвăçсем çуралсах пыраççĕ. Анчах та эпир хамăрăн чаплă поэтăмăрсене яланах малти рете лартма-тăратма тивĕç. Асăнсах илер-ха, эппин, вĕсене — хăçан халăх поэчĕ ята илнине пăхса мар, хăçан çуралнине пăхса — аслинчен чи кĕçĕнни таран Николай Шелепи, Семен Элкер, Петĕр Хусанкай, Яков Ухсай, Стихван Шавлы, Александр Алка, Ваçлей Давыдов-Анатри, Георгий Ефимов, Александр Галкин, Геннадий Айхи, Юрий Сементер, Порфирий Афанасьев.

Юрий Сементерĕн поэмине «Вуниккĕ» тесе ахальтен ят паман. Ку хайлав мĕнле пайрăмсемпе тĕвĕленни пирки автор кĕнеке ум сăмахĕнче ăнланмалла каланă. Тĕп шăнăрĕ вара çакă: виççĕмĕш пинçуллăха пирĕн литературăмăрти вуникĕ канăçсăр шыравçă Чăваш халăх поэчĕ ятпа кĕнĕ.

Паллах, чăвашсен «Вуник кăшăллă» юрринчи техĕмлĕ сăра пичкине асилтерекен поэмăна халăх умĕнче уçса-пуçласа парса, хамăрăн мухтăвлă ентешĕмĕр, Петĕр Хусанкайăн «Шелепи шерепийĕ» хайлавĕ хыççăн, сăвă цехĕнчи ăстасен ĕçĕ-хĕлĕ пирки тепĕр халал-калаçу пуçарса пысăк парне кÿчĕ. Ӑна поэзи сăн-сăпачĕн палăкĕ вырăнне шутлама юрать. Тепĕр хут асăнассăм килет: вуниккĕмĕш поэчĕ вăл — хăй. Апла пулсан вăл: хăйне те хăй аллипех палăк лартса хăварчĕ мар-и? Поэмăна та Юрий Сементер ахальтен мар чăваш халăхĕн çак ята пĕрремĕш илнĕ Шелепирен пуçлать. Малалла вара «Хĕн-хур айĕнче» ятлă вилĕмсĕр поэма авторĕ Семен Элкер Кушлавăш халалне Танăш ачине панă майлă сăвă çаврăмĕсем шăрçалать. Çав вăхăтрах автор аслă юлташĕсене пуçа тайса тав тăвать, тăван поэзин çирĕммĕш ĕмĕрти каçалăкĕнче алран-ал тытса пĕрле ĕçленĕ тата ĕçлекен сăвăç-тусĕсен ячĕсене вĕсен çуралнă вăхăчĕсене шута илсе, вуникĕ уйăх çине пайласа сăнарлать. Пурин ятне те, тен, асăнайман та пулĕ. Çакă паха: поэзине юратакан е хăй те сăвăсем çырнă тата çыракан вулавçă ку поэмăра хăйĕн ятне хăех сăвăласа ăшра çырса хăварма та пултартăр тенĕ пек туйăнать.

Трак ен те пултаруллă çыравçăсемпе, уйрăмах сăвăçсемпе, палăрса тăрать. Революцичченхи Тарас Кирилловран пуçласа, синкерлĕ самана серепине пула хур курнă Нестер Янкас, Çĕр-шывăмра нимĕçсенчен хÿтĕленĕ вăрçăра пуçĕсене хунă Марк Аттай, Варкуш Энжей, Супенькке Илли, вăрçă хыççăн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Михаил Нямань, Ваçли Тоймак, Мĕтри Ваçлейĕ, каярахпа çут тĕнчерен уйрăлнă Владимир Харитонов, Юрий Петров, Борис Романов... Халĕ пурăнакан Геннадий Юмарт, Петер Яккусен, Вениамин Пехил. Ентеш-поэтсем пирки ăшшăн аса илсе çырса кăтартнă Юрий Сементер. Пуринчен ытла Нестер Янкас поэт-лирик шăпи пирки тĕплĕнрех çутатма тăрăшнă.

Çакна каласа хăварни те вырăнлă: Юрий Сементер хăй кăрлачăн 2-мĕшĕнче кун çути курнă, шăпах 60 çул каялла...
Апла унăн поэмăна тĕллевлĕ пуçлама та сăлтавĕ пысăк. Тепĕр тесен, пĕрремĕш халăх поэчĕ Шелепи те вăл çуралнă чух утмăлалла çывхарнăскер пулнă-çке. Кĕскен каласан, çут çанталăкри вуникĕ уйăхра çуралнă сăвăçсене йĕркипе-черечĕпе ятран хисеплесе çырни мĕнле хаклă! Кунта поэт кашни ĕç-тешне лавр кăшăлĕ çакса ярас кăмăллă пулни çеç мар, самана сăн-сăпатне хамăр тĕлĕшрен пахалас тĕвве салтса пани те пур, мĕншĕн тесен, автор ка-лашле, кирек мĕнле ÿнерçĕ те хăй вăхăтне хăй куçĕпе курса, хăй чунĕ витĕр кăларса, хăй мелĕ-меслечĕпе шухăшпа туйăм ÿкерчĕкĕ ÿкерет. «Юрий Сементер те пĕчĕкренех сăвă хайлама, купăс калама тата çепĕç юрăсем шă-рантарма юратнă... Чăнах та пĕчĕк Юра хавхаланăвĕ паян халăхăмăр юратса юрлакан юрă пулса тăчĕ. Çар хĕсметĕнче те, сăмах лаççинче те вирлĕ палăрчĕ унăн ĕçĕ-хĕлĕ. Çирĕм те пилĕк кĕнеке кăларчĕ вăл, тăван поэзин ешĕл анинче хăйĕн вырăнне тупрĕ. «Вуниккĕ» поэма — паянхи чăваш литературин сăвăлла пултарăвĕнче ырă ята тивĕçнĕ сăмах ÿнерçисене чĕререн хисеплесе, пуç тайса лартнă чĕрĕ палăк. Вăл ĕмĕрех ларасса эпĕ çирĕп шанатăп»,—тесе хак панă Сементер пултарулăхне кĕнеке калăпласа хатĕрленĕ редактор, хамăр ентеш — Исмай Исемпек хыç сăмахра.

Эпĕ ун çумне Юрий Сементер ку поэма вĕçнерех каланă тăватă йĕркене кĕртетĕп:

      Сементере нумай-и кирлĕ?
      Çук, кирлĕ мар çынран ытла.
      Чăваш сăмахĕ тухтăр вирлĕ —
      Ак мĕн çинчен вăл шухăшлать.


      Николай Ершов.

Eршов, Н. Поэзи сăн-сăпачĕн палăкĕ / Н. Eршов // Ял пурнăçĕ (Красноармейски р-нĕ). — 2001. —. 26 кăрлач.

 
/