Жизнь и деятельность

 

Тулли пучахлă кĕлте

Кашни ăстан хăйĕн пиçсе çитнĕ пултарулăхне кăтартакан ĕçсем пур. Савăт-сапа ăсталать-и вăл, чĕнтĕрлĕ сентре эрешлет-и е тимĕрçĕ лаççинче алăк хăлăпĕ туптать - пурте унăн çыпăçуллă, кашни япалинче - чун хĕлхемĕ.

Юрий Сементер чăваш халăхĕн сăмах ăсти. Ӑна Чăваш çĕршывĕ, тухăçпа анăç пĕлет, тăтăшах куçарать. Украинăпа Белоруссире, калăпăр, ăна хăйсен çынни вырăннех хурасçĕ. Унăн сăвви-юрри, поэми, халапĕ, баллади çĕршер пин çыннăн чунне тыткăнлать, пурнăçа юратма, юрату тĕнчине ăнланма, хуйха-суйха сирсе яма вĕрентет. Çапла, Сементер поэзийĕ хавхалантарать, малалла утма çул кăтартать.

Юлашки çулсенче Юрий Сементер литературăпа искусствăна юратакансене "Хурапа шурă", "Чăваш пики", "Хуркайăк çулĕ" кĕнекисемпе чăннипех савăнтарчĕ. Вăл кĕнекесем - паянхи çыннăн чун туртăмĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, туслăхĕ, пуласлăхĕ...

Илер-ха, 2002 çулта кун çути курнă "Хуркайăк çулĕ" кĕнекине. Унта унăн халиччен пичетленмен сăвви-юрри, баллади, халапĕ, легенди кĕнĕ. Ку кĕнеке пирки калаçнă май вулакансем пурте автор хăй пултарулăхĕнче çĕнĕ шая çĕкленнине, философилле анлă та тарăн шухăшлав енне сулăннине палăртаççĕ.

Нумай сăвă-юрă вуланă та итленĕ эпир атте-анне çинчен. Сементерĕн çак темăпа çырнă сăввисем вара çĕнĕлĕхпе, хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăраççĕ, чуна пырса тивеççĕ, пăлхантараççĕ.

"Анне", "Каçар, атте", "Ӑçталла тинкеретĕн, аннем, ирĕн-каçăн...", "Нушапа телей çинчен", "Атте-анне халалĕ", "Атте-аннен çуралнă кунĕ" хайлавсем çак шухăша туллин çирĕплетсе параççĕ. Ку сăвăсене вăл Елена Николаевăна, Валентина Егоровăна, Андриян Николаева халалланă. Вĕсем - çепĕç чунĕпе, чун ăшшипе, философи туртăмĕпе шăраннă хайлавсем. Атте-анне сăнарне çÿле çĕклеççĕ, ывăл-хĕрне çынлăхлă пулма чĕнеççĕ.

Нушапа телей яланах пĕрле çÿренĕ чăваш хĕрарăмĕн Матрена Хрисановнан çăмăл мар шăпинче /"Нушапа телей çинчен" сăвă/. Анчах вăл парăнман нушана. Эппин унăн телейĕ - çав парăнманлăхра.

      Телей мĕскер? Телей чее те мăнтăр,
      Сутса ярать кашни тăкăрлăкрах.
      Нуша пĕлет - ăçта вăл çурçĕр, кăнтăр,
      Ӑçта сана паян çăлас нухрат,
      Çынна "нушаллă пул" тесе калаймăн -
      Хурăнташа усал сунма хушман.
      Анчах та телейÿ йăл кулнă майăн
      Нушу çинчен самантлăх та ан ман.

Çапла, телейлĕ пулас тесен чунри наянлăха çĕнтермелле, çанă тавăрса ĕçлемелле, тар юхтармалла. Пурнăçăн йывăр лавне туртса пынă чух кулач çитерекенни ним те мар, шăпах нуша иккен.

Кĕнекери нумай сăвăсене Юрий Сементер паллă поэтсене, композиторсене, ăсчахсене, ÿнерçĕсене, тус-тăванĕсене халалланă. Дагестан поэчĕ Расул Гамзатов, лак поэчĕ Адам Адамов, Хайямпа Çеçпĕл, Ивникпе Янкас, Геннадий Айхипе Валери Туркай, Раиса Сарпипе Василий Давыдов-Анатри, Геннадий Юмартпа Леонтий Семенов, Геннадий Волковпа Атнер Хусанкай, Григорий Хирпÿ, Униçĕм Асламаспа Федор Васильев çинчен шухăшлани вут тивертнĕ поэт чун-чĕринче.

Калашников кăралçа та асăрханă канăçсăр чунлă автор, тĕнче шайĕнчи шухăша çапла çавăрса каланă:

      Пĕр те пĕр шутласамччĕ,
      Калашник ачи:
      Эс кăларнă кăралăн шĕнкренĕ
      Пучаха тĕшĕлен çапуççи тăпачин
      Миçе çын куçĕнче хĕм сÿнтернĕ?

Ку ыйтупа кĕнекери "Шĕнкрен" балладăна вуласан та яр-уçăмлăн тĕл пулатăн.

Марье аппа Ункă хĕрринчи чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ, шкулта вĕреннĕ. Ĕçчен çынсен туслă йышĕнче çум çумланă, утă çулнă, тырă вырнă, каçсерен тĕрĕ тĕрленĕ... Вăхăт çитсен хула каччине Янтуш Яккуне качча тухать вăл. Майĕпен Саватер ывăлĕ те çуралать икĕ савнă çыннăн. Пур енĕпе те маттур усет Саватер. Ашшĕпе амăшĕ савăнса кăна тăраççĕ.

Анчах телейлĕ пурнăçа Гитлер вăрçăпа килсе татать.

Якку салтака каять. Марьяппа çĕнтерÿ валли заводра патрон тăвать, вăрçа ăсатать. Сталин грамотине тивĕç пулать. Яккăвĕ çапăçса пуçне хурать. Ун вырăнне ывăлĕ çар ретне тăрать. Вуннăмĕш класс пĕтернĕ ача Сталинград хулине хÿтĕлет. Саватер амăшĕ хатĕрленĕ патрон обоймине автомат дискне тултарса çапăçăва кĕрет. Акă паттăр чăваш салтакĕ шĕл-кăвар сапакан çуртри пĕр пÿлĕме вирхĕнсе кĕрет. Ӑна хирĕç Ганс, нимĕç салтакĕ, ыткăнать. Тытăçу пуçланать. Икĕ яш тĕттĕм пÿлĕмре çапăçать. Иккĕшĕн те автомачĕсем алăран тухса ÿкеççĕ. Акă иккĕшĕн аллинче те - автоматсем...Анчах - ылмашăннă вĕсем: Гансра - Саватер автомачĕ, Саватерте - Гансăн.

      Ик курокĕ те харăс туртăнать,
      Икĕ пуля шăп харăс ыткăнать,
      Ик чĕре шăпах харăс чарăнать.
      Ырă шухăшпа тунă патронпа,
      Амăшĕн алли хунă пульăпа
      Ывăлĕ çапла ик куçне хупать...

Вăрçă темипе çыхăннă "Хушка" халап та чуна тыткăнлать, кăсăклантарать. Кунта Татюк аппа дояркăпа Хушка ятлă сĕтлĕ ĕне çинчен. Мускава выставкăна янăскер, Хушка медале тивĕçет. Çĕрпÿсен ятне çĕклет. Анчах каялла килме тухсан вăрçă пуçланать. Пуйăса фашист летчикĕ асăрхать, бомба пăрахать. Çапла Татюк аппа ĕнене çухатса ярать. Хушка çăлăнать. Шупашкар еннелле вăрман витĕр хăй тĕллĕнех уттарать. Чулхула вăрманĕнче тăшман парашютисчĕпе тĕл пулать. Хушка ку "хăна" аякран килсе лекнине туйса фашиста вĕçертесшĕн пулмасть.

      Фашиста Хушка таптарĕ
      Ик патвар урипеле,
      Чăрмаларĕ, пăталарĕ
      Шĕвĕр мăйракипеле...

Çапла Хушка Чулхула урлă, Етĕрне урлă çул тупса таврăнать Çĕрпÿ енне. Ана хирĕç Татюк аппана икĕ салтак икĕ пăшалпа тытса каять иккен тĕрмене "çухатса хăварнăшăн медальлĕ ĕнене".

      Ак Хушка, çакна ăнланнăн,
      Хирĕçех чупса пырса,
      Ытама лекет тăванлăн,
      Çывăх çын пек сас парса...

Çакăн пек витĕмлĕ сăнарсем калăплать поэзире çур ĕмĕре яхăн ĕçлекен поэт.

Хăрушă вăрçă вутĕнче те тупать вăл халăхăн иксĕлми хăватне, кулленхи пурнăçра та.

Илсе кăтартнă балладăпа халап вăрçă çинчен çырнă пысăк пĕлтерĕшлĕ лиро-эпикăлла произведенисен шайĕнче тăраççĕ. Вĕсем Петĕр Хусанкайпа Яков Ухсай, Александр Алкапа Алексей Воробьев тата ытти ăстасен хайлав капанĕ çине ылтăн пучахлă кĕлте пулса хутшăнаççĕ.

"Вутчуль", "Хĕвелпи" легендăсенче, "Пăяв калавĕ" балладăра тата ытти сăвă-юрăра Сементер туртăмĕ-ăнтăлăвĕ туллин тĕшĕленет.

"Çăка çулçи çырăвĕсем" вара авторăн шухăш-туйăм шайĕ çулсерен ÿссе пынине çирĕплетеççĕ.

Çак афоризмла строфасем тухăç поэзине çывăх тăраççĕ. Поэтăмăр ку жанрта чылайранпа ĕçлет, унăн сахал сăмахпах пысăк пĕтĕмлетÿсем тăвас пултарулăхĕ ÿссе пырать. Акă çавнашкал тăватйĕркелĕхсенчен пĕри:

      Кур-ха: çерçи улмуççи пахчинче
      Çапать çунатне - шăпчăк евĕр юрласшăн.
      Вĕчĕхçĕ-сăвăç сăмах хăртнинче
      Хура чунĕпе шурă сăвă çырасшăн.

Паллă ĕнтĕ, Юрий Сементер лирика поэчĕ, юрăç. Унăн сăввисемпе композиторсем çĕршер юрă çырнă.

"Хуркайăк çулĕ" кĕнекин пĕр пайне вара халăхра юлашки вăхăтра сарăлнă юрăсем йышăнаççĕ. Вĕсем хушшинче "Чăвашах çĕршывĕн пикисем", "Уйăхлă каç вальсĕ", "Шураппасем", "Натали", "Телей сунатăп", "Ӑçта-ши халь çав çуркунне?", "Юрла, савниçĕм", "Эп пĕлетĕп" тата ытгисем те.

"Хуркайăк çулĕ" кĕнекере автор чăвашлăх пирки шухăшлани, тăван халăхăн аваллăхĕпе малашлăхне шал енчен тĕпчени, хальхи чăваш çыннин несĕлсем умĕнчи яваплăхне йĕрлени витĕррĕн курăнса тăрать. Акă еплерех пиллет хăйĕн мăнукне хăйне ыран-паян каяс çын пек туякан асламăшĕ:

      - Ах, мăнукăм, йĕкел пек чăвашăм-малашăм,
      Юман витĕр ÿссе çăлтăр евĕр çиçсем.
      Эп сана... кайăк-хур хушшинчен ыр сунасшăн
      Вĕсемпе... инçете-инçете... вĕçнĕçем...

Мĕн май килнĕ таран ытларах курса тăччăрччĕ çĕнĕ чăваш ăрăвĕсене çÿл тупери несĕлĕмĕрсем, акă мĕнле шухăшпа арасланать поэт хавалĕ. Ку вăл -халăхăмăрăн чĕре çумĕнчи шухăшне палăртни.

"Хуркайăк çулĕ" кĕнекене кăçал профессилле писательсен Союзĕн правленийĕ республикăмăрăн Патшалăх премине илме тăратрĕ. Пирĕн шутпа, Юрий Сементерĕн тулли пучахлă кĕлти халăхăмăрăн çак чысне тивĕç.

ИСМАЙ ИСЕМПЕК.

Исемпек, И. Тулли пучахлă кĕлте / И. Исемпек // Хресчен сасси. – 2004. – 8 ака. – C. 3.