Поэзия

 

Амăшĕн чунĕ

Хăй килне пырса пăхрĕ тет амăшĕн чунĕ.
Мăрьере тĕтĕм çук, кантăкра çутă çук.
Хулана ларса кайрĕ тет амăшĕн чунĕ
Каçхине, пуйăсра вырăнсем пушă чух.

Ачисем патне çитрĕ тет амăшĕн чунĕ,
Итлесе тăчĕ тет пĕр кана алăкран.
Куççульпех йĕрсе ячĕ тет амăшĕн чунĕ
Хваттерте ун чĕлхи, ун сăмахĕ çукран.

Сементер, Ю. Амăшĕн чунĕ : [сăвă] / Юрий Сементер // Григорьев, И. М. Юрий Семендер / И. М. Григорьев . – Чебоксары, 2000. – С. 16