Поэзия

 

Хĕллехи туйăм

Ревель Федорова

 

Çÿл тÿперен анать шап-шурă ĕнчĕ...
Капла татах та хитререх хула!
Пĕркеннĕ Атăл йăлтăркка пĕркенчĕк,
Тÿлеклĕхпе çĕклет вăл кăмăла.

Вăранайман пулас-ха çил хыпарçă:
Тухйисемпех лараççĕ çăкасем.
Чиркÿ çинче — шап-шурă кăвакарчăн,
Чиркÿ çинче — асамлă пуçилем.

Пирĕштисем юрлан çунатлă юрă
Сăваплăн ыталать урамсене,
Пире курса тăрать пек Аслă Турă,
Ыр сывлăш пехиллет пек чунсене.

Эй, пурнăç! Эсĕ — Атăлтан та аслă,
Пин çăлтăр вăййинчен те кăткăсрах.
Пирти çав тупсăма тĕпчес хаваслăх
Çĕр кăвапи пек тарăн пултăрах.

Хуллен-хуллен шăвать кăрлач хĕвелĕ,
Эпир хуллен утатпăр, ик чăваш.
Эппин, чăвашлăх ниминчен, Ревелĕм,
Юлмасть çак икĕ тахçанхи юлташ.
 

Сементер, Юрий. Хĕллехи туйăм // Сементер, Юрий. Кĕрхи вĕçев / Юрий Сементер. – Шупашкар, 2010. – С. 42.