Поэзия

 

Ан васка

Ан васка, пикеçĕм, ан васка,
Килелле утмашкăн ан васка.
Чĕрери калас сăмахăма
Эп ĕлкĕреймерĕм калама, –
Ан васка.

Ан васка, савниçĕм, ан васка,
Алăкна уçмашкăн ан васка.
Тепре çеç сăнна пăхса илем,
Кайăк пек çунатланса çÿрем, –
Ан васка.

Ан васкаччĕ, чунăм, ан васка,
Сывă пул темешкĕн ан васка.
Санпалах пуласшăн-çке чĕрем,
Саншăн çеç вăл тапĕ ĕмĕрех, –
Ан васка.

Перевод Л. Симоновой

Сементер, Ю. Ан васка : [сăвă] // Сементер, Ю. С. Йĕс шăнкăрав / Ю. С. Сементер. - Шупашкар, 1991. – С. 233.