Поэзия

 

Тĕлĕксем

Черетлĕ хуралта пулатăн
Е наряда-мĕне каян,
Ĕçленĕçемĕн ывăнатăн —
Ун чух вара «отбой» аван.

Шутлатăн: канлĕн çывăрасчĕ,
Анчах минтер — сенкер экран:
Умна тăван сăнсем тухаççĕ,
Юратакан хĕре куран...

Çапла тунсăхласа çитсессĕн,
Ялтан пин çухрăм инçетре
Каллех каç пуласса кĕтетĕн,
Васкатăн тĕл пулма тепре.


 

Сементер, Юрий. Тĕлĕксем : [сăвă] // Сементер, Ю. С. Аван-и, салтак : сăвăсем / Ю. С. Семендер. – Шупашкар, 1981. – С. 107.