Поэзия

 

Кĕлте çыхатăп

Çурхи сипетлĕ курăкран,
Хам вырнă ылтăн тырăран
Кĕлте çыхатăп.

Хĕрÿ хĕвел пайăркинчен,
Çăлтăр çути хĕлĕхĕнчен
Кĕлте çыхатăп.

Чунри вĕри юратуран,
Ыратуран, çухатуран
Кĕлте çыхатăп.

Ĕмĕтĕмрен, шухăшăмран,
Пин сăввăмран, пин юррăмран
Кĕлте çыхатăп.

Халăхăма парне пама,
Таса капан çине хума
Кĕлте çыхатăп.

14.04.02

Сементер, Ю. Кĕлте çыхатăп : [сăвă] // Сементер, Ю. Хуркайăк çулĕ / Ю. Сементер. – Шупашкар, 2002. – С. 48.