Поэзия

 

"Вуниккĕмĕш хутра"

Вуниккĕмĕш хутра, балкон çинче,
Хĕрсем юрлаççĕ юрату юрри.
Юрри юхать, ай – хай, инçе, инçе,
Илтсен ăмсанĕ шăпчăк та тăри.

Çĕкленчĕ тепĕр капăр, селĕм çурт
Илем кÿмешкĕн шур Шупашкара,
Ӑна малтан саламлĕ кăвак çут
Çĕн кун пилленĕçем хуламăра.

Пăхатăн та çак çĕнĕ кермене –
Асилтерет вăл йăрăс йывăçа.
Çунатлă юрăçсем ун тăррине
Савса иленнĕн курăнать куçа.

Чăваш çĕршывĕн çепĕç пикисем,
Чун – чĕререн сунатăп ăшăмра:
Сире юратчăр савнă йĕкĕтсем,
Шÿтле калас – тăк, чи çÿлти шайра.
 

Сементер, Ю. вуниккемĕш хутра : [сăвă] / Юрий Сементер // Григорьев, И. М. Юрий Семендер. – Чебоксары, 2000. – С. 14