Поэзия

 

1391 çулхи ўкерчĕк

Уксах сăвар уксахласа
Васкать тытăçăва.
Пĕр аллинче туя пулсан,
Теприйĕнче – çава.

– Уксах, ăçта ярăнтаран, –
Кулаççĕ çарăçсем.
– Тарма тивсен епле таран,
Çырлах, ан хирĕçсем...

– Çук, – çиллĕн тавăрать сăвар, –
Чараймăр халăма.
Каятăп эп тармашкăн мар,
Каяп хăвалама.

Каяп таса çапăçăва,
Элле илтместĕр–и:
Çивчĕшĕпе юрлать çава,
Вăл – çĕнтерў юрри.

Чăлах та суккăр хўтĕлет
Паян Пăлхар çĕрне.
Выç йытă вилĕмĕ тивет
Тутар–мăнкул йăхне.

Хама илсен, çапăçмалла
Ман Тимурпа анчах,
Мĕн–ма тесен, тытăçмалла
Уксахпала уксах!

Сементер, Ю. 1391 çулхи ўкерчĕк : [сăвă] // Сементер, Ю. Хурапа шурă = Черное и белое / Ю. Сементер. – Шупашкар, 1998. – С. 44.